ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ЛУКА 10, 11
Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарӑш
Иисус ҫак ытарӑша пӗр ҫын унран: «Ман ҫывӑх ҫыннӑм кам?» — тесе ыйтсан каласа панӑ (Лк 10:25—29). Иисус христиансен пухӑвӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннисенчен, ҫав шутрах Самари тата ытти халӑх ҫыннисенчен, тӑрассине пӗлнӗ (Ин 12:32). Ҫак ытарӑшра Иисусӑн вӗренекенӗсен ыттисене, хӑйсенчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑракансене те, юратма вӑй хумаллине кӑтартнӑ.
ХӐВӐРТАН ЫЙТӐР:
«Урӑх культурӑра ӳснӗ тӑвансем ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп?»
«Эпӗ ытларах хам пек ҫынсемпе хутшӑнатӑп-и?»
«Тӗрлӗ халӑхран тухнӑ тӑвансемпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн эпӗ хамӑн чӗрене уҫма пултаратӑп-и?» (2Кр 6:13)
Эпӗ тӑвана...
ырӑ хыпар сарма чӗнесшӗн
хам пата апат ҫиме чӗнесшӗн
ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапма чӗнесшӗн