Июлӗн 16—22
ЛУКА 10, 11
100-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Ырӑ Самари ҫынни ҫинчен калакан ытарӑш» (10 мин)
Лк 10:29—32. Священник та, левит та хӑйсен халӑх ҫыннине, вӑрӑ-хурахсем тапӑннӑскере, пулӑшман (w02-U 9/1 16—17 с, 14, 15 абз) [nwtsty-U, Лк 10:30 валли медиаматериал кӑтарт]
Лк 10:33—35. Самари ҫынни инкеке лекнӗ ҫынна юратнине кӑтартнӑ (nwtsty-U, Лк 10:33, 34 валли тӗпчемелли материал)
Лк 10:36, 37. Пирӗн пур ҫынна та юратмалла; вӗсем мӗнле халӑхран, расӑран тухнине тата обществӑра мӗнле вырӑн йышӑннине пӑхмалла мар (w98-U 7/1 31 с, 2 абз)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин)
Лк 10:18. Иисус 70 вӗренекене «шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (nwtsty-U, тӗпчемелли материал; w08-U 3/15 32 с, 1 абз)
Лк 11:5—9. Ҫине тӑрсах ыйтакан ҫын ҫинчен калакан ытарӑшран эпир кӗлтӑвас тӗлӗшрен мӗне вӗренетпӗр? (nwtsty-U, тӗпчемелли материал)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин е сахалрах): Лк 10:1—16
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Пӗрремӗш калаҫу (2 мин е сахалрах): 1-мӗш страницӑна пӑх. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем час-часах сире хирӗҫлесе мӗн калаҫҫӗ, ҫавӑн ҫине мӗнле хуравламаллине кӑтарт.
Иккӗмӗш калаҫу (3 мин е сахалрах): 1-мӗш страницӑна пӑх. Лару-тӑру: ҫын эпӗ апат ҫиетӗп тет.
Виҫҫӗмӗш калаҫу (видео) (5 мин): видеоролик кӑтарт та сӳтсе яв.
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Мӗншӗн нейтралитет тытса тӑмалла?» (15 мин). Видеоролик кӑтарт та сӳтсе яв.
Пухура Библи вӗренни (30 мин): jy 29-мӗш сыпӑк
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин)
146-мӗш юрӑ тата кӗлӗ