ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Иегова сӑмах панисене эсир ҫирӗп ӗненетӗр-и?
Иеговӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлманни ҫинчен Иисус Навинпа Соломон ӗнентерӳллӗ каланӑ (ИсН 23:14; 3Патш 8:56). Ҫак шанӑҫа тивӗҫлӗ икӗ свидетелӗн сӑмахӗсем пире ҫирӗп ӗненме пулӑшаҫҫӗ (2Кр 13:1; Тит 1:1—3).
Иисус Навин пурӑннӑ чухне Иегова хӑйӗн сӑмах панисене мӗнле пурнӑҫланӑ? Хӑвӑр ҫемьепе пӗрле «Ни одно слово „не осталось неисполненным“» видеопостановкӑна пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшлӑр: 1) Мӗнле майпа эсир Раав ӗненнӗ пек ӗненме пултаратӑр? (Евр 11:31; Иак 2:24—26.) 2) Пӗлсе тӑрсах Турра итлеменни инкек патне илсе ҫитернине Аханӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартать? 3) Гаваон ҫыннисем хӑюллӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ пулин те, мӗншӗн вӗсем Иисус Навина улталаса Израильпе килӗшӳ тунӑ? 4) Аморрейсен пилӗк патши Израиле хирӗҫ тухсан Иеговӑн сӑмахӗсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? (ИсН 10:5—14.) 5) Эсир Турӑ Патшалӑхне тата унӑн тӳрӗлӗхне мала хунӑ чухне Иегова сире мӗнле пулӑшнӑ? (Мф 6:33.)
Иегова ӗлӗк тата халӗ мӗн туни ҫинчен, пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлани вӑл сӑмах панисем пурнӑҫланасса ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ (Рм 8:31, 32).
Эсир Иисус Навин ӗненнӗ пек ӗненетӗр-и?