ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ИЕРЕМИЯ 51, 52
Иеговӑн сӑмахӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫланаҫҫӗ
Иегова пулас событисене тӗп-тӗрӗс каласа хунӑ
Ухӑпа перекен, Перси патшин сыхлавҫи
«Ҫӗмренӗрсене хӑйрӑр»
51:11, 28
Миди тата Перси ҫыннисем ухӑпа ӑста перекенсем пулнӑ. Ухӑ вӗсен вӑрҫӑ вӑрҫмалли тӗп хатӗр пулнӑ. Вӗсем ҫӗмренӗсене, е ухӑ йӗпписене, тӑшманӑн ӳтне шаларах кӗччӗр тесе, хӑйранӑ
«Вавилон ҫарҫисем ҫапӑҫма пӑрахрӗҫ»
51:30
Набонид мӗн пулни-иртнине йӗркипе ҫырса пыни тӑрӑх, Кирӑн ҫарӗ «Вавилона ҫапӑҫусӑрах кӗнӗ». Ҫакӑ хулана ҫапӑҫмасӑр ҫӗнсе илнине пӗлтерет пулмалла. Ку вара Иеремия пророкла каланипе килӗшсе тӑрать
Набонид мӗн пулни-иртнине йӗркипе ҫырса тухни
Вавилон «ишӗлчӗк купи» пулӗ тата «ӗмӗрлӗхе пушхир пулса» тӑрӗ
51:37, 62
Пирӗн эрӑчченхи 539 ҫултан пуҫласа Вавилон чапӗ чакма пуҫланӑ. Александр Македонский Вавилона хӑйӗн империйӗн тӗп хули туса хурасшӑн пулнӑ, анчах та сасартӑк вилсе кайнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрте Вавилонра иудейсем пурӑннӑ, ҫавӑнпа Петр апостол ҫак хулана кайса килес тенӗ. Анчах пирӗн эрӑри IV ӗмӗр тӗлнелле Вавилон ишӗлчӗк купи пулса тӑнӑ, юлашкинчен вара ҫак хула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ