ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Пирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсемшӗн тӑрӑшатпӑр»
Пирӗн Патшалӑх залӗсем — Иеговӑна пуҫҫапмалли вырӑнсем. Пирӗнтен кашни вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшма пултарать? «Пирӗн пуҫҫапмалли вырӑнсемшӗн тӑрӑшатпӑр» видеоролик пӑхӑр та ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑр:
Патшалӑх залӗсене мӗнле тӗллевпе туса лартаҫҫӗ?
Мӗншӗн Патшалӑх залне таса та юсавлӑ тытса тӑмалла?
Патшалӑх залне пӑхса-юсаса тӑрассишӗн кам яваплӑ?
Мӗншӗн хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑмалла? Видеороликра мӗнле правилӑсем пирки каларӗҫ?
Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса тӑни Иеговӑна мӗнле мухтава кӑларать?