Октябрӗн 19-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 19-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
54-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
ia 2—3 с. тата умсӑмах, 1—15 абз. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 1 Ҫулсеренхи 8—11 (8 мин.)
1 №: 1 Ҫулсеренхи 11:15—25 (3 мин. е сах.)
2 №: Кӗлтунин вӑй-хӑват пурри пирки нихӑҫан та ан иккӗлен (it-U «Илья», 1 №) (5 мин.)
3 №: Кам вӑл архангел? (it-U «Архангел») (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Тӗреклӗ тӑрӑр... ҫирӗп ӗненӗр» (Кол. 2:6, 7).
20 мин. «Вӗренекенсен чӗрине пырса тивмешкӗн мӗн тумалла». Ыйту-хурав. Икӗ демонстраци хатӗрле. Ҫын хӑйӗн ачи вилнӗ те халӗ пӗлӗтре тесе калать. Пӗрремӗш демонстрацире хыпарҫӑ ҫын вилсен унпа мӗн пулни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркине, Екклесиаст 9:5, вуласа парать. Ҫакӑ ҫынна пачах йӑпатмасть, вӑл тарӑхма пуҫлать. Иккӗмӗш демонстрацире хыпарҫӑ Иоанн 5:28, 29 вуласа парса вилнисен чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри ҫинчен сӑпайлӑн пӗлтерет, ҫын вара лайӑх итлет.
10 мин. Ҫамрӑк-и эсӗ, ватӑ-и, ыттисемшӗн лайӑх тӗслӗх пул (Флп. 3:17; 1 Тим. 4:12). Сӳтсе явни. 2015 ҫулхи «Ежегодник», 71 с., 3 абз.— 72 с., 6 абз. тата 76—77 с. Итлекенсене вӗсем мӗне вӗреннине каласа пама ыйт.
4-мӗш юрӑ тата кӗлӗ