Июнӗн 15-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ИЮНӖН 15-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
35-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
ll 14, 15 с. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 2 Патшасен 22—24 (8 мин.)
1 №: 2 Патшасен 22:21—32 (3 мин. е сах.)
2 №: Канашсем панӑ чухне хамӑра мӗнле тытни пирӗн пирки нумай каласа парать (it-U «Каин») (5 мин.)
3 №: Юрату тата итлени телей кӳрет (igw-U 22 с., 4—6 абз.) (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑх теми: «Авалхи кунсене аса ил» (Сак. аст. 32:7).
12 мин. Библире асӑннӑ ҫынсенчен сана кам ытларах килӗшет? Интервью тата доклад. Малтан пухури ик-виҫ ачаран интервью ил. Библире асӑннӑ ҫынсенчен хӑшӗ вӗсене ытларах килӗшнине ыйт. Библире каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗн-мӗн тунӑ? Хӑш енчен вӗсем ҫав ҫын пек пуласшӑн? Ун хыҫҫӑн пирӗн сайтра вырнаҫтарнӑ карточкӑсем, Библире асӑннӑ ҫынсене сӑнлаканнисем, ачасене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен доклад ту. Кашни карточкӑра ҫав ҫын кам пулни ҫинчен информаци, унӑн сӑн-ӳкерчӗкӗ, вӑл ӑҫта пурӑннине кӑтартакан карттӑ, вӑл хӑҫан пурӑннине кӑтартакан вӑхӑт шкали тата ҫав ҫын пирки виҫӗ ыйту тата вӗсен хуравӗсем пур. Карточкӑсене хут ҫине пичетлесе кӑларма тата пухса пыма пулать. Пӗчӗк ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ачисене «авалхи кунсем» ҫинчен каласа панӑ чухне карточкӑсемпе усӑ курма хавхалантар (Сак. аст. 32:7).
18 мин. «Опытлӑ хыпарҫӑсенчен вӗрен». Сӳтсе явни. 2-мӗш абзаца сӳтсе явнӑ чухне опытлӑ хыпарҫӑпа пӗрле ырӑ хыпар сарни мӗнле усӑ панине итлекенсене каласа пама ыйт.
4-мӗш юрӑ тата кӗлӗ