Июнӗн 8-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
ИЮНӖН 8-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
6-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
ll 12, 13 с. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 2 Патшасен 19—21 (8 мин.)
1 №: 2 Патшасен 19:24—37 (3 мин. е сах.)
2 №: Телейлӗ пулас тесен мӗн кирлӗ? (igw-U 22 с., 1—3 абз.) (5 мин.)
3 №: Чӑнлӑха хирӗҫ тӑракансем, юн тӑкнишӗн айӑплисем, нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймаҫҫӗ (it-U «Каиафа») (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑх теми: «Авалхи кунсене аса ил» (Сак. аст. 32:7).
10 мин. «Авалхи кунсене аса ил». Ҫак уйӑх теми тӑрӑх тунӑ доклад. Саккуна астутарни 4:9 тата 32:7, ҫавӑн пекех Псалом 70:15—19 вуласа пар та сӳтсе яв. Пирӗн теократи историйӗнчи ҫынсене тата событисене аса илни Туррӑн ӗҫлекенӗсемшӗн паян мӗншӗн усӑллӑ пулнине ӑнлантарса пар. Хыпарҫӑсене ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вӑхӑтран вӑхӑта брошюрӑсенчи «Пирӗн архивсенчен» рубрикӑри статьясене сӳтсе явма сӗн. Ҫак уйӑхри сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнчи хӑш-пӗр пунктсене кӗскен пӑхса тух тата вӗсем ҫак уйӑхӑн темипе мӗнле ҫыхӑннине палӑрт.
20 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Алӑк умӗнче Библи вӗренӗвӗ пуҫласси». Сӳтсе явни. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ ирттерет. Библи вӗренӗвӗсем ытларах пуҫлама май пуррине кӑтартас тесе пухӑвӑн сӑваплӑ ӗҫӗн отчечӗ ҫине тимлеттер. Демонстраци хатӗрле: рамкӑра илсе панӑ калаҫӑва пуҫламалли майпа усӑ курса ӑста хыпарҫӑ алӑк умӗнче Библи вӗренӗвӗ пуҫлать. Пурне те алӑк умӗнче Библи вӗренӗвӗ пуҫлама хавхалантар.
29-мӗш юрӑ тата кӗлӗ