Майӑн 25-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
МАЙӐН 25-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
6-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
ll 8, 9 с. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 2 Патшасен 13—15 (8 мин.)
1 №: 2 Патшасен 13:34—14:7 (3 мин. е сах.)
2 №: Библире ӗҫ ҫине мӗнле пӑхмалла тесе каланӑ? (igw-U 20 с., 1—3 абз.) (5 мин.)
3 №: Иеговӑн сывлӑшӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсене ырӑ ӗҫсем тума хатӗрленсе ҫитме пулӑшать (it-U «Веселеил», 1 №) (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: Пур ҫынна та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пулӑшӑр (1 Тим. 2:3, 4).
10 мин. Ырӑ хыпар сармалли ушкӑн надзирателӗнчен интервью илни. Пухура санӑн мӗнле ӗҫсем туса тӑмалла? Хӑвӑн ушкӑнри тӑвансемшӗн кӗтӳҫӗ пулас тесе тата вӗсене сӑваплӑ ӗҫре пулӑшас тесе эсӗ мӗн тӑватӑн? Хыпарҫӑсен адресӗ е телефонӗн номерӗ улшӑнчӗ пулсан, мӗншӗн вӗсен ҫакӑн ҫинчен сана пӗлтермелле? Мӗншӗн старейшинӑсем ушкӑнсен ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене пӗрле мар, уйрӑммӑн ирттермелле тесе йышӑнма пултараҫҫӗ?
20 мин. «Суккӑр ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшӑр». Ыйту-хурав. Демонстраци хатӗрле.
44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ