Апрелӗн 27-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
АПРЕЛӖН 27-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
1-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 47 сып. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 1 Патшасен 26—31 (8 мин.)
Вӗреннине аса илни (20 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Ӑслисем пек пулӑр: вӑхӑта ахаль ан ирттерӗр» (Эф. 5:15, 16).
7 мин. «Тӳрех чӗнӗр». Ыйту-хурав. 3-мӗш абзаца сӳтсе явнӑ чухне чӗнӳ хутне мӗнле сӗнмеллине кӗске демонстраци кӑтарт.
10 мин. «Конгреспа ҫыхӑннӑ аса илтерӳсем». Сӳтсе явни. Секретарь ирттерет. Статьяра илсе панӑ Библири принципсем ҫине тата вӗсемпе 2015 ҫулхи регион конгресӗнче мӗнле усӑ курмалли ҫине тимлеттер. Ҫавӑн пекех хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки 2013 ҫулхи августӑн 3-мӗшӗнче пур пухӑва янӑ ҫырури вырӑнлӑ шухӑшсене сӳтсе яв.
13 мин. «Ырӑ хыпар каланӑ чухне Турӑ Сӑмахӗн вӑй пуррине ҫынсене кӑтартӑр». Сӳтсе явни. Вӗҫӗнче икӗ пайран тӑракан кӗске демонстраци кӑтарт. Малтан хыпарҫӑ ҫынна «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?» буклета кӑтартать те Библие уҫмасӑрах 2 Тимофей 3:16, 17-мӗш сӑвӑ йӗркисене хӑй сӑмахӗсемпе кӗскен калать. Унтан хыпарҫӑ калаҫӑва малтанхи пекех пуҫлать, анчах та хальхинче сӑвӑ йӗркисене Библирен вуласа парать. Мӗншӗн иккӗмӗш меслет ӑнӑҫлӑрах пулнине итлекенсенчен ыйт.
50-мӗш юрӑ тата кӗлӗ