Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха хастарлӑн пӗлтерӗр
Иисус ҫинчен чӑнлӑха ыттисене мӗнле каласа памаллине пӗлетпӗр пулсан эпир ытларах хастарлӑх кӑтартӑпӑр. Иисус Христос — кӗтесри тӗп чул, вӑл чӑн ӗненӗвӗн никӗсӗ (Эф. 2:20). Вӑл пулман пулсан, пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫ шанчӑкӗ пулас ҫукчӗ (Ап. ӗҫ. 4:12). Ҫавӑнпа та Туррӑн тӗллевӗсенче Иисус мӗнле вырӑн йышӑннине пурин те пӗлмелле. Нумай ҫын суя вӗрентӳсене пула тӗрӗс мар ӗненет. Шел пулин те, вӗсем Туррӑн Сӑмахӗнче сӑмах панисене, Иисуса ӗненекенсем пиллӗхсем илӗҫ тесе каланине, илеймесен те пултараҫҫӗ. Чӑнлӑха чунтан юратни пире тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене Иисус ҫинчен, вӑл Турӑ умӗнче тата унӑн тӗллевӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен чӑнлӑха каласа пама хавхалантарӗ. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче Иисус ҫинчен чӑнлӑха хастаррӑн пӗлтерӗр-и?