Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2015 ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ.
Авалхи Израильти хӳтлӗх хуласем суя тӗне тытса тӑракансен хӳтлӗхӗсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ? (Иис. Н. 20:2, 3.) (Янв. 5, bp104-U 15 с. 4—6 абз.)
Иисус Навин 23:14-мӗшӗнче ҫырнӑ сӑмахсене мӗншӗн Иисус Навин ҫирӗппӗн калама пултарнӑ тата мӗншӗн эпир Иегова сӑмах панисем пурте пурнӑҫланасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр? (Янв. 12, w07-U 11/1 26 с., 19 абз.)
Мӗншӗн хӑйсен ҫӗрне Иуда йӑхӗн пӗрремӗш илмелле пулнӑ? (Тӳр. 1:2, 4.) (Янв. 19, w05-U 1/15 24 с., 5 абз.)
Мӗншӗн Варак Деворӑна, хӗрарӑм пророка, хӑйӗнпе пӗрле вӑрҫӑ хирне пыма йӑлӑннӑ? (Тӳр. 4:8.) (Янв. 19, w05-U 1/15 25 с., 3 абз.)
Гедеон туса лартнӑ парне вырӑнӗн ячӗ мӗне пӗлтерет тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? (Тӳр. 6:23, 24.) (Янв. 26, w14 2/15 19 с., 9 абз.)
Ефрем ывӑлӗсем Гедеонпа хирӗҫме тӑнӑ чухне вӑл хӑйне мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Тӳр. 8:1—3.) (Фев. 2, w05-U 7/15 16 с., 4 абз.)
Иеффай сӑмах панӑ чухне ҫынна парне пек парасси пирки каланӑ-и? (Тӳр. 11:30, 31.) (Фев. 9, w05-U 1/15 25 с., 6 абз.)
Тӳресен 11:35—37-мӗшӗсем тӑрӑх, Иеффайӑн хӗрне ашшӗ сӑмах панине пурнӑҫлама мӗн пулӑшнӑ? (Фев. 9, w11 12/15 22 с., 15, 16 абз.)
Израильте патша пулман чухне «кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ», анчах та ҫакӑ анлӑ сарӑлнӑ йӗркесӗрлӗхе тӳрре кӑларма пултарнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр. (Тӳр. 17:6.) (Фев. 16, w05-U 1/15 27 с., 6 абз.)
Вениамин йӑхӗ Израиль халӑхне икӗ хут ҫӗнтерни ҫинчен ҫырса панинчен эпир ҫине тӑрса кӗлтӑвас тӗлӗшрен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Тӳр. 20:14—25.) (Фев. 23, bw514-U 32 с., 1—4 абз.)