Ноябрӗн 17-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
НОЯБРӖН 17-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
26-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 24 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Саккуна астутарни 23—27 (10 мин)
1 №: Саккуна астутарни 25:17—26:10 (4 мин е сахалрах)
2 №: Библире чун пирки мӗн каланӑ (rs-U 139 с., 2 абз.— 140 с., 4 абз.) (5 мин)
3 №: Алка-шӑрҫа тата ытти илемлетмелли япаласем ҫинчен Библире мӗн каланӑ (it-U «Украшение», 3—7 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. «Кам вӑл чӑн-чӑн тус?» jw.org сайтри фломастерпа ӳкернӗ «Кам вӑл чӑн-чӑн тус?» ятлӑ анимаци тӑрӑх сӳтсе явни (БИБЛЕЙСКИЕ УЧЕНИЯ > ПОДРОСТКИ). Малтан видеоролика кӑтарт (Пурне те видеоролика маларах пӑхма хавхалантар. Интернет ҫук пулсан, ҫак пункта ҫамрӑксемшӗн усӑллӑ урӑх материалпа улӑштарӑр). Ун хыҫҫӑн ҫак ыйтусемпе сӳтсе яв: 1) Кам вӑл чӑн-чӑн тус? 2) Тус шыранӑ чухне мӗн ҫине пӑхмалла? 3) Чӑн-чӑн туса мӗнле тупма пулать? 4) Туслӑх ҫирӗплентӗр тесен мӗн тумалла?
10 мин. Пире юратупа пӗлме пулать (Иоанн 13:35). Сӳтсе явни. 2014 ҫулхи «Ежегодник», 48 с., 1 абз.— 49 с., 3 абз. тата 69 с., 1 абз.— 70 с., 2 абз. Мӗне вӗреннине итлекенсенчен ыйт.
10 мин. «Нумай халӑх ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ меслет». Ыйту-хурав. Пуху территорийӗнче нумай ҫын ҫӳрекен вырӑнсем пур пулсан, сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗнчен интервью ил. Ӑна ҫавнашкал вырӑнсенче ырӑ хыпар пӗлтерес тесе мӗн-мӗн тунине каласа пама ыйт. Ун хыҫҫӑн итлекенсене пулса иртнӗ тӗслӗхсене каласа пама ыйт. (2014 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи старейшинӑсен мӗнпур советне янӑ ҫырӑва пӑх, Хыҫсӑмах, 5-мӗш пункт.)
47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ