Августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
АВГУСТӐН 11-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
38-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 10 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Йыша шутлани 7—9 (10 мин)
1 №: Йыша шутлани 9:9—23 (4 мин е сахалрах)
2 №: Пӗррехинче ҫӑлӑннӑ ҫын яланлӑхах ҫӑлӑннӑ тесе калама ҫук (rs-U 364 с., 3—6 абз.) (5 мин)
3 №: Турра ҫаратни пысӑк инкек патне илсе ҫитерет (it-U «Ахан») (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
5 мин. «1914—2014: Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать!» Ҫак страницӑри пӗрремӗш абзаца вула та сӳтсе яв. Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнчи пунктсем ҫак уйӑхра Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пулаҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнма хӑвӑр пухура мӗн-мӗн йӗркелени ҫинчен пӗлтер.
10 мин. «Пирӗн сайт ҫинчен каласа паракан ҫӗнӗ буклетпа усӑ кур». Буклетӑн содержанине сӳтсе яв. Хыпарҫӑ буклета мӗнле сӗннине, ун хыҫҫӑн хӑйӗн электронлӑ хатӗрӗпе усӑ курса ҫынна jw.org сайта кӑтартнине демонстраци кӑтарт.
15 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хӑюллӑн пӗлтеретпӗр» Сӳтсе явни. Демонстраци кӑтарт. Ӑна икӗ хыпарҫӑ тӑвать. Хыпарҫӑ лавкара черетре тӑрать. Юнашар тӑракан ҫын хаҫат пӑхкаласа ҫапла калать: «Мӗн пулнӑ ку тӗнчепе? Ҫынсенчен кашнийӗ пур ыйтӑвӑн хуравне те пӗлет тесе шутлать, анчах та йывӑрлӑхсем сахалланмаҫҫӗ». Хыпарҫӑ хӑй ӑшӗнче калать: «Мӗн те пулин каламалла. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа памалла». Ун хыҫҫӑн вӑл калать: «Чӑнах та, пур ҫӗрте те япӑх хыпарсем кӑна. Сире ҫак буклета парасшӑнччӗ. Ҫакӑнта каласа паракан сайт мана питӗ кирлӗ нумай ыйту ҫине хурав тупма пулӑшрӗ». Хыпарҫӑ буклетри пӗр шухӑш ҫине тимлеттерет, ҫын интересленме пуҫлать.
47-мӗш юрӑ тата кӗлӗ