Июлӗн 28-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 28-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
48-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 8 сып. (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Йыша шутлани 1—3 (10 мин)
1 №: Йыша шутлани 3:21—38 (4 мин е сахалрах)
2 №: Пур [халӑхри] ҫын та» ҫӑлӑнӗ (rs-U 363 с., 1 абз.) (5 мин)
3 №: Еврейсен тата римсен законӗсем тӑрӑх айӑпланипе ҫыхӑннӑ ыйтусене мӗнле татса панӑ (it-U «Обвинение», 1—6 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне эсӗ хатӗр-и? Сӳтсе явни. Итлекенсене ҫамрӑк христиансем шкулта тӗл пулма пултаракан хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа пама ыйт. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене пирӗн сайтпа тата хамӑрӑн ытти публикацисемпе усӑ курса шкула хатӗрленме мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнлантарса пар (1 Петр 3:15). Анлӑ сарӑлнӑ пӗр-икӗ йывӑрлӑха суйласа ил те хамӑрӑн публикацисенче ҫав темӑсемпе ҫыхӑннӑ усӑллӑ канашсене мӗнле тупмаллине кӑтарт. Хӑйсем шкулта вӗреннӗ чухне ыттисене чӑнлӑх ҫинчен мӗнле пӗлтернине итлекенсене каласа пама ыйт.
10 мин. Секретарьтен интервью илни. Сан тивӗҫлӗх шутне мӗн-мӗн кӗрет? Ушкӑнсен надзирателӗсемпе хыпарҫӑсем пуху мӗн чухлӗ ырӑ хыпар сарнине тӗрӗс отчет тума тата ӑна вӑхӑтра ярса пама мӗнле пулӑшаҫҫӗ? Тӗрӗс отчет туни старейшинӑсене, район надзирательне тата филиала пире кирлӗ хавхалану пама мӗнле пулӑшать?
10 мин. «Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Софония». Ыйту-хурав.
42-мӗш юрӑ тата кӗлӗ