Майӑн 12-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
МАЙӐН 12-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
49-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
jl 20—22-мӗш уроксем (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Тухни 27—29 (10 мин)
1 №: Тухни 29:19—30 (4 мин е сахалрах)
2 №: Иисус Моисей урлӑ панӑ закона «йӑла-йӗрке» тата «нравственность нормисем» ҫине пайламан (rs-U 380 с., 4 абз. — 381 с., 1 абз.) (5 мин)
3 №: Итлени, ҫӑткӑнсӑрлӑх тата хӑюлӑх Турра юрӑхлӑ енсем (it-U «Авраам», 7—10 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
15 мин. «Халӑхсем пурте ун патне пуҫтарӑнӗҫ» (Ис. 2:2). Икӗ хыпарҫӑран интервью ил: пӗри чӑнлӑха нумай ҫул каяллах йышӑннӑ, тепри вара нумаях пулмасть кӑна. Чӑнлӑх вӗсене мӗнпе килӗшнӗ? Мӗнле йывӑрлӑхсене вӗсен ҫӗнтерме тивнӗ? Вӗсем пухӑвӑн тӗлпулӑвне пӗрремӗш хут килсен вӗсене мӗн уйрӑмах килӗшнӗ? Пӗрремӗш хут ырӑ хыпар сарма кайни мӗнпе асра юлнӑ? Пухури ытти тӑвансем вӗсене чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума мӗнле пулӑшнӑ?
15 мин. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрлесе». Сӳтсе явни. Икӗ пайран тӑракан кӗске демонстраци кӑтарт: малтан калаҫӑва пуҫламалли сӑмахсене хатӗрленмесӗр каланине, унтан лайӑх хатӗрленсе каланине. Вӑхӑт юлать пулсан, «Школа служения» кӗнекери вырӑнлӑ шухӑшсене сӳтсе яв, 215—219 с.
20-мӗш юрӑ тата кӗлӗ