Майӑн 5-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
МАЙӐН 5-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
33-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
jl 17—19-мӗш уроксем (30 мин)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Тухни 23—26 (10 мин)
1 №: Тухни 25:1—22 (4 мин е сахалрах)
2 №: Библире Адам шӑматкуна тытса тӑнӑ тесе каламан (rs-U 380 с., 1—3 абз.) (5 мин)
3 №: Ханаана куҫса кайичченех Авраам ӗненӳ тӗлӗшӗнчен лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (it-U «Авраам», 1—6 абз.) (5 мин)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Май уйӑхӗнче брошюрӑсене мӗнле сӗнме пулать. Сӳтсе явни. Малтан ҫак страницӑра илсе панӑ калаҫӑва пуҫламалли майсемпе усӑ курса брошюрӑсене мӗнле сӗнмеллине кӑтарт. Ун хыҫҫӑн кашни майне пуҫламӗшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен тӗплӗн сӳтсе яв. Вӗҫӗнче пурне те брошюрӑсене тӗплӗн вуласа тухма тата вӗсене хастарлӑн сӗнме хавхалантар.
10 мин. Пухӑва мӗн кирлине шута илни.
10 мин. Хӑш канашӗпе усӑ курма май килчӗ? Сӳтсе явни. «Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ тӑваншӑн лайӑх пулӑшакан пулса» статьяри канашсем вӗсене мӗнле пулӑшни пирки хыпарҫӑсене каласа пама ыйт. Итлекенсене пулса иртнӗ тӗслӗхсене каласа пама ыйт.
45-мӗш юрӑ тата кӗлӗ