Вӗсене ӗненӗвне ҫирӗплетме пулӑшатпӑр
Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе пиллесе тӑнине тата ҫавна пула кашни ҫул 250 пин ытла ҫын шыва кӗнине курма питӗ хавас (Сак. аст. 28:2). Вӗренекен шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хыпарҫӑ ыттисем валли вӑхӑт ытларах уйӑрас тесе унпа вӗренме пӑрахни час-часах пулкалать. Е вӗренекен ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнас тесе хӑй вӗренме пӑрахать. Анчах та Библи вӗренекенсем чӑнлӑхра ҫирӗпленни питӗ кирлӗ. Вӗсен Христоспа тӗреклӗ тӑмалла тата хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле (Кол. 2:6, 7; 2 Тим. 3:12). Ҫавӑнпа та шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӗренекенӗн Библи вӗренмелли тӗп пособие, ун хыҫҫӑн «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекене вӗренсе пӗтеричченех малалла вӗренмелле (2011 ҫулхи апрель уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» хутне 2-мӗш страницӑна пӑх.)