Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2014 ҫулхи январӗн 6-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ӑна ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май тӗпчеме пулать.
1. Влаҫа хисепленине кӑтартма пире мӗн пулӑшать? (Тит 3:2.) (Нояб. 4, w03-U 4/1 25 с., 18, 19 абз.)
2. Филимон патне ҫырнӑ 4, 5 тата 7-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи Павелӑн сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Нояб. 4, w08-U 10/15 31 с., 1, 2 абз.; w92-U 4/15 25 с., 2 абз.)
3. Мӗнле майпа эпир Туррӑн канӑҫлӑхне кӗме пултаратпӑр? (Евр. 4:9—11.) (Нояб. 11, w11 7/15 24 с., 16, 17 абз.)
4. «Тӳррипе сут туса» пурӑннӑ Самуилтан, шанчӑклӑ пророксенчен тата тӳресенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Евр. 11:32, 33.) (Нояб. 18, bp106-U 25 с., 5, 6 абз.)
5. Мӗншӗн Иаков «ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ» тесе ҫырнӑ? (Иак. 3:17.) (Нояб. 25, w11 8/15 30 с., 15 абз.)
6. «Ырӑ Хыпар» илтнӗ «вилнисем» камсем пулнӑ? (1 Петр 4:6.) (Дек. 2, w08-U 11/15 21 с., 7 абз.)
7. 1 Иоанн 2:7, 8-мӗшӗсем тӑрӑх мӗнле ӳкӗт пирки Иоанн «авалхи» те, «ҫӗнӗ» те тесе калать? (Дек. 9, w08-U 12/15 27 с., 6 абз.)
8. «Альфа, Омега» тата «Малтанхи, Кайранхи» титулсемпе усӑ курса кам пирки каланӑ? (Ӳлӗм. 1:8, 17.) (Дек. 16, rs-U 399 с., 4 абз.)
9. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен ҫамки ҫине пичет пусни мӗнле майпа пулса иртет? (Ӳлӗм. 7:3.) (Дек. 23, w07-U 1/1 31 с., 2 абз.)
10. Турӑ Патшалӑхӗ илсе килекен пиллӗхсем чӑннипех те пуласси пирки эпир мӗншӗн пӗртте иккӗленместпӗр тата ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле? (Ӳлӗм. 21:5, 6.) (Дек. 30, w09-U 2/15 5 с., 5 абз.)