Июлӗн 22-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 22-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
22-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 6 сып., 19—25 абз. (30 мин)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Апостолсен ӗҫӗсем 22—25 (10 мин)
1 №: Апостолсен ӗҫӗсем 22:17—30 (4 мин е сахалрах)
2 №: Ҫак тӗнчере пурӑннӑ май эпир тӗнчерен уйрӑм тӑма мӗнле пултаратпӑр? (Иоан. 17:15, 16) (5 мин)
3 №: Христиансене этем кӗлеткипех пӗлӗт ҫине илме пултараҫҫӗ-и? (rs-U 95 с., 3 абз.— 96 с., 1 абз.) (5 мин)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне эсӗ хатӗр-и? Сӳтсе явни. Итлекенсене ҫамрӑк христиансем шкулта тӗл пулма пултаракан хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа пама ыйт. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене шкулта тӗл пулма пултаракан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарччӑр тесе ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫра «Индекспа», «Ответы на твои вопросы» кӗнекепе, пирӗн сайтпа тата хамӑрӑн ытти публикацисемпе усӑ курса мӗнле пулӑшма пултарнине ӑнлантарса пар (1 Петр 3:15). Пӗр-икӗ тема суйласа ил те хамӑрӑн публикацисенче ҫав темӑсемпе ҫыхӑннӑ усӑллӑ канашсене мӗнле тупма пулнине кӑтарт. Хӑйсем шкулта вӗреннӗ чухне ыттисене чӑнлӑх ҫинчен мӗнле пӗлтернине итлекенсене каласа пама ыйт.
20 мин. «Халӑх нумай ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли ҫӗнӗлӗхсем». Ыйту-хурав. Ҫак меслетпе сирӗн пухура усӑ кураҫҫӗ пулсан, ҫын нумай пулакан вырӑнсенче литература хурса тухнӑ сӗтелсемпе е вырӑнтан вырӑна куҫармалли стендсемпе усӑ курса ырӑ хыпар сарас тесе мӗн-мӗн тунине тата пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсене каласа пар.
1-мӗш юрӑ тата кӗлӗ