Июлӗн 15-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 15-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
48-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 6 сып., 8—18 абз. (30 мин)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Апостолсен ӗҫӗсем 18—21 (10 мин)
1 №: Апостолсен ӗҫӗсем 20:17—38 (4 мин е сахалрах)
2 №: Христос пӗлӗт ҫинчен курӑнӗ-и, ҫавӑн хыҫҫӑн шанчӑклӑ христиансене пӗлӗт ҫине илӗ-и тата ҫакна тӗнче курса тӑрӗ-и? (rs-U 94 с., 2 абз.— 95 с., 2 абз.) (5 мин)
3 №: Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑнни ҫинчен шухӑшлани мӗнрен курӑнать? (Рим 8:6, ҪТ) (5 мин)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Эпир Библи вӗренекенӗн чӗрине мӗнле майпа витерме пултаратпӑр (Лука 24:32). Сӳтсе явмалли ыйтусем. 1) Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ чухне мӗншӗн ҫаксене палӑртмалла: а) Иеговӑн юратӑвӗпе ӑслӑлӑхне? ӑ) Библи принципӗсем мӗнле усӑ панине? б) йышӑну тӑвас умӗн Иегова ертсе-кӑтартса пынине шырамаллине? 2) Аяларах илсе панӑ ыйтусемпе усӑ курса вӗренекенӗн чӗрине витернипе витерменнине мӗнле курма пулать? а) Ҫакӑ сана тӗрӗс пек туйӑнать-и? ӑ) Ҫакӑнта Иеговӑн юратӑвӗ курӑнать-и? б) Ҫак канаша тытса тӑни сана мӗнле усӑ парӗ?
20 мин. Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, эсир пухури тивӗҫлӗхсене илме тӑрӑшатӑр-и? Ыйту-хурав. Ҫамрӑк чухнех пухури тивӗҫсене илме тӑрӑшнӑ старейшинӑран е пулӑшакан ӗҫченрен кӗске интервью ил. Пулӑшакан ӗҫчен тивӗҫлӗхне иличчен ӑна мӗнле заданисем панӑ тата мӗнле вӗрентсе тӑнӑ? Пухури ытти тӑвансем ӑна Иеговӑна юрӑхлӑ енсене аталантарма мӗнле пулӑшнӑ? Тивӗҫсене илме тӑрӑшни ӑна мӗнле пиллӗхсем панӑ?
26-мӗш юрӑ тата кӗлӗ