Эсӗ пӗлтерӳсен хӑмине тӑтӑшах пӑхатӑн-и?
Старейшинӑсемпе пулӑшакан ӗҫченсем тата пухура пӗр-пӗр тивӗҫлӗх илнисем хӑйсене задани панипе паманнине пӗлес тесе пӗлтерӳсен хӑмине тӑтӑшах пӑхаҫҫӗ. Анчах та унта илсе панӑ информаци пухури пур тӑваншӑн усӑллӑ. Сирӗн ушкӑн Патшалӑх залне хӑҫан тирпейлессине пӗлетӗр-и эсир? Сирӗн пуху район надзирателӗнчен е филиалран ҫыру илмен-и? Библи вӗренекене доклад итлеме чӗнес тесе ҫав эрнери доклад ятне пӑхнӑ-и эсир? Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗн е ырӑ хыпар сармалли ушкӑнӑн расписанийӗнче улшӑнусем пур-и? Халӗ пӗлтерӳсенчен нумайӑшне тӗлпулусенче каламаҫҫӗ, старейшинӑсем вара пӗлтерӳсене кашни тӑвана пур чухне те пырса калама пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн пӗлтерӳ хӑмине тӑтӑшах пӑхмалла. Эпир информацие вӑхӑтра пӑхатпӑр пулсан, «пурте тирпейлӗ, пурте йӗркеллӗ» иртӗ (1 Кор. 14:40).