Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене 2013 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче пуҫланакан эрнере сӳтсе явӗҫ. Скобкӑри дата ыйтӑва хӑҫан сӳтсе явассине кӑтартать, ҫав эрнере шкула хатӗрленнӗ май ӑна тӗпчеме пулать.
1. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ тӗлӗшпе Иисусӑн мӗнле питӗ кирлӗ аса илтерӗвне Марк 10:6—9-мӗшӗсенче ҫырса хунӑ? (Мартӑн 4, w08-U 2/15 30 с., 8 абз.)
2. Иеговӑшӑн пӗтӗм чунпа ӗҫлемелле тенине мӗнле ӑнланмалла? (Марк 12:30.) (Мартӑн 4, w97-U 10/15 13 с., 4 абз.)
3. Марк 13:8-мӗшӗнче асӑннӑ «асапсем» мӗн вӑл? (Мартӑн 11, w08-U 3/15 12 с., 2 абз.)
4. Лука хӑйӗн Евангелине ҫырнӑ чухне мӗнле источниксемпе усӑ курнӑ? (Лука 1:3.) (Мартӑн 18, w09-U 3/15 32 с., 4 абз.)
5. Сатана пирӗн айӑпсӑрлӑха тӗрӗслеме «вӑхӑт», е майлӑ самант, шырани пире мӗн тума хистемелле? (Лука 4:13.) (Мартӑн 25, w11 1/15 23 с., 10 абз.)
6. Лука 6:27, 28-мӗшӗсенче ҫырса панӑ Иисусӑн сӑмахӗсемпе мӗнле усӑ курма пулать? (Мартӑн 25, w08-U 5/15 8 с., 4 абз.)
7. Хӑйӗн вилӗмӗпе тӳлесе иличченех Иисус хӗрарӑмӑн ҫылӑхӗсене мӗнле каҫарма пултарнӑ? (Лука 7:37, 48.) (Апр. 1, w10-U 8/15 6—7 с.)
8. Лука 17:34—37-мӗшӗсенче асӑннӑ «виле» мӗне пӗлтерет тата ун тавра пуҫтарӑнакан «ӑмӑрткайӑксем» кама сӑнарлаҫҫӗ? (Апр. 15, w08-U 3/15 32 с., 2 абз.)
9. «Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем» пулсан ҫынсем хӑйсене мӗнле тытӗҫ? (Лука 21:25.) (Апр. 22, w97-U 4/1 15 с., 8, 9 абз.)
10. Уйрӑмах йывӑр килнӗ чухне эпир кӗлӗ тӑвас тӗлӗшрен Иисус кӑтартнӑ шухӑш-кӑмӑла мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Лука 22:44.) (Апр. 29, w07-U 8/1 6 с., 2 абз.)