Апрелӗн 8-мӗшӗн эрнелӗх программи
АПРЕЛӖН 8-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
42-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
fy 2 сып., 7—15 абз. (30 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Лука 10—12 (10 мин.)
1 №: Лука 12:1—21 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Ҫынсен тӗрлӗ раса уйрӑмлӑхӗсем пулнине мӗнле ӑнлантарса пама пулать? (rs-U 303 с., 1 абз.— 304 с., 1 абз.) (5 мин.)
3 №: Эпир мӗншӗн Иеговӑна хамӑрӑн Атте тесе шутлатпӑр? (Матф. 6:9) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Эсир пӗр-пӗрне хавхалантарма пултаратӑр (Рим 1:11, 12). Сӳтсе явни. Сӑваплӑ ӗҫӗн надзирателӗ ирттерет. Пухура миҫе тулли пионер пулнине кала. Вӗсене мӗнле хавхалантарма пулни ҫине тимлеттер: вӗсене мухтама, вӗсемпе ырӑ хыпар сарма, пӗрле апатланма чӗнме, транспортпа ҫӳреме укҫа-тенкӗпе пулӑшма пулать. Тулли пионерсене ытти тӑвансем хӑйсене мӗнле хавхалантарни ҫинчен каласа пама ыйт. Пухура тулли пионерсем ҫук пулсан пулӑшакан пионерсене мӗнле пулӑшмаллине сӳтсе яв.
10 мин. Юлашки кунсем ҫинчен ыйтсан мӗнле хуравламалла. Сӳтсе явни. «Рассуждение» кӗнеке, 281 с., 8 абз.— 283 с., 2 абз. Пӗр хуравӗпе мӗнле усӑ курмаллине кӗске демонстраци кӑтарт.
10 мин. «Пророксенчен тӗслӗх илӗр. Иона». Ыйту-хурав.
13-мӗш юрӑ тата кӗлӗ