Сирӗн хӑвӑра «ырлама» сӑлтав пур-и?
1. Кашни уйӑх вӗҫӗнче пирӗн хамӑра ырлама мӗнле сӑлтав пур?
1 Ырӑ хыпар сарни ҫинчен кашни уйӑх вӗҫӗнче отчет панӑ чухне сирӗн хӑвӑра «ырлама» сӑлтав пур-и? (Гал. 6:4.) Эпир ятарлӑ пионер пулнӑ май 130 сехет тӑватпӑр-и е отчетра 15 минут кӑтартатпӑр, Иеговӑшӑн пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫленине пӗлсе тӑрсан пирӗнтен кашни савӑнма пултарать (Пс. 99:2).
2. Иеговӑшӑн мӗншӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле?
2 Ҫут тӗнчен Аслӑ Патши Иегова чи лайӑххине тивӗҫлӗ (Мал. 1:6). Эпир Иеговӑна юратнӑран унӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе хамӑра ӑна халалланӑ. Эпир хамӑрӑн вӑхӑта, пултарулӑхсене тата вӑя панӑ май кашни кун е кашни уйӑх вӗҫӗнче чи лайӑххине — «пӗрремӗш ҫимӗҫе» — панине туйса-пӗлсе тӑратпӑр пулсан, пирӗн хамӑра ырлама сӑлтав пулать (Ытар. 3:9). Анчах та пире совесть айӑплать пулсан, хӑш енчен лайӑхланмалли пирки шухӑшласа пӑхмалла (Рим 2:15).
3. Хӑвӑра ыттисемпе танлаштарни мӗншӗн тӗрӗс мар?
3 Хӑвӑра ыттисемпе ан танлаштарӑр. Хӑвӑра ыттисемпе е хӑвӑрпах, вӑй-хал нумайрах пулнӑ чухнехипе, танлаштарни тӗрӗс мар. Лару-тӑру улшӑнать. Пултарулӑхсем кашнин тӗрлӗрен. Танлаштарни ӑмӑртасси тата ниме юрӑхсӑр тесе шутласси патне илсе ҫитерет (Гал. 5:26; 6:4). Иисус ҫынсене танлаштарман. Пачах урӑхла, вӑл вӗсем мӗн тума пултарнине шута илсе вӗсене мӗн тунишӗн мухтанӑ (Марк 14:6—9).
4. Иисус талант ҫинчен илсе панӑ ытарӑшран эпир мӗне вӗренетпӗр?
4 Иисус талант ҫинчен каланӑ тӗслӗхри ӗҫлекенсем «пултарулӑхне кура» хуҫинчен талант илнӗ (Матф. 25:15). Хуҫи таврӑнсан укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать те хӑйсен лару-тӑрӑвӗ тата майӗсем май панӑ таран тӑрӑшса ӗҫленисене мухтаса илет. Вӗсем, Библире каланӑ пек, «хуҫипе пӗрле савӑн[нӑ]» (Матф. 25:21, 23). Пирӗн те, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас ӗҫе туса тӑрсан, савӑнма тата Турӑ ырласса шанма сӑлтав пулать!