ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Хӑвӑр пурнӑҫпа Иеговӑна мухтава кӑларӑр!
Пурнӑҫ вӑл — питӗ хаклӑ парне. Хамӑр мӗнле пурӑннипе эпир ҫак парнене мӗн таран хакланине кӑтартатпӑр. Эпир, Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май, хамӑрӑн пултарулӑхсемпе Иеговӑна, пире Пурнӑҫ Паракана, мухтава кӑларасшӑн (Пс 35:10; Ӳлӗм 4:11). Анчах кулленхи ӗҫсене тата чӑрмавсене пула эпир Иеговӑн ӗҫӗнче лартнӑ тӗллевсене ҫӑмӑллӑнах мала хума пӑрахма пултаратпӑр (Мк 4:18, 19). Пирӗнтен кашни хӑйне ҫакӑн пек ыйтусене пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ чӑнах та Иеговӑна чи лайӑххине паратӑп-и? (Ос 14:2, ҪТ.) Манӑн пурнӑҫра ӗҫ тата карьера мӗнле вырӑн йышӑнать? Иеговӑн ӗҫӗнче эпӗ мӗнле тӗллевсем лартрӑм? Сӑваплӑ ӗҫре ытларах тӑвас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» Мӗне те пулин улӑштармаллине куратӑр пулсан Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Ан иккӗленӗр: эсир кашни кун хӑвӑр пурнӑҫпа Иеговӑна мухтава кӑларсассӑн телейлӗ пулатӑр тата хӑвӑрӑн кӑмӑла ҫырлахтаратӑр! (Пс 60:9.)
Хӑвӑр пултарулӑхпа усӑ курса эсир камшӑн ӗҫлесе тӑратӑр?
«ХӐВӐН ПУЛТАРУЛӐХУПА ИЕГОВӐШӐН УСӐ КУР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:
Хӑвӑр пултарулӑхпа Сатана тӗнчишӗн усӑ курни мӗншӗн тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ? (1Ин 2:17)
Иеговӑна чи лайӑххине паракансем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?
Хӑвӑр пултарулӑхпа усӑ курса Иеговӑшӑн мӗнле-мӗнле майсемпе ӗҫлесе тӑма пултаратӑр?