Апрелӗн 23-мӗшӗн эрнелӗх программи
АПРЕЛӖН 23-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
45-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 21сып., 1—7 абз., 166 с. рамка (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иеремия 29—31 (10 мин.)
1 №: Иеремия 31:15—26 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Турӑ христиансене шӑмат куна тытса тӑма ыйтать-и? (5 мин.)
3 №: Мария Иисуса ҫуратнӑ чухне чӑнах та таса хӗр пулнӑ-и? (rs-U 226 с., 7 абз.— 227 с., 1 абз.) (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Пӗлтерӳсем. Хӑвӑрӑн вырӑнти ҫынсемшӗн интереслӗ пулма пултаракан темиҫе статья ҫине пӗр-икӗ минут тимлеттер. Ун хыҫҫӑн «Религия и политика. Допустим ли союз?» брошюрӑри малтанхи статьясене пӑхса тухнӑ май, ҫак статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту парса интереслентерме тата Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине ыйт. Ҫавӑн пекех «Восторжествует ли справедливость?» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан тепӗр статьяна та пӑхса тух. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
25 мин. «Область конгресӗсем чӑнлӑх ҫинчен хӑватлӑн пӗлтереҫҫӗ». Ыйту-хурав. «2012 ҫулхи область конгресӗпе ҫыхӑннӑ аса илтерӳсене», хӑвӑр пухушӑн кирлисене, сӳтсе яв. 9-мӗш абзаца сӳтсе явнӑ май хӑвӑр пуху чӗнӳ хучӗсене епле салатасси пирки сӑваплӑ ӗҫӗн надзирательне каласа пама ыйт. (2011 ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче старейшинӑсен мӗнпур советне янӑ ҫырӑва та пӑх, «Распространение приглашений» подзаголовок.)
20-мӗш юрӑ тата кӗлӗ