Ноябрӗн 28-мӗшӗн эрнелӗх программи
НОЯБРӖН 28-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
26-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
□ Пухура Библи вӗренни
bt-U 14 сып., 11—20 абз. (25 мин.)
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Юрӑсен юрри 1—8 (10 мин.)
1 №: Юрӑсен юрри 1:1—17 (4 мин. е сахалрах)
2 №: Иегова Свидетелӗсем «юлашки кунсем» 1914-мӗш ҫулта пуҫланнӑ тесе мӗншӗн калаҫҫӗ? (rs-U 279 с., 3 абз.— 280 с., 2 абз.) (5 мин.)
3 №: Хисепе тивӗҫлӗ пулас тесен мӗн тумалла? (5 мин.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
10 мин. Пӗлтерӳсем. 4-мӗш страницӑра калаҫӑва мӗнле пуҫлама сӗннипе усӑ курса декабрӗн пӗрремӗш шӑмат кунӗнче Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулнине кӑтарт. Пурне те вӗренӳ пуҫлама хавхалантар.
15 мин. «Лайӑх вӗрентекенӗн питӗ кирлӗ паха енӗ». Ыйту-хурав. Хӑйсемпе Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ хыпарҫӑ юрату кӑтартни мӗнле майпа вӗсене ҫитӗнӳсем тума пулӑшни ҫинчен итлекенсем каласа паччӑр.
10 мин. Декабрьте брошюрӑсем сӗнме хатӗрленӗр. Сӳтсе явни. Хӑвӑр вырӑнти ҫынсемшӗн интереслӗ пулма пултаракан темиҫе статья ҫине пӗр-икӗ минут тимлеттер. Ун хыҫҫӑн «Стихийные бедствия — наказание от Бога?» брошюрӑри малтанхи статьясене пӑхса тухнӑ май, ҫак статьясем ҫине тимлеттермешкӗн ҫынна мӗнле ыйту парса интереслентерме тата Библирен мӗнле сӑвӑ йӗрки вуласа пама пулнине ыйт. Ҫавӑн пекех «Книга, которую невозможно уничтожить» брошюрӑри умӗнхи статьясене, вӑхӑт пулсан тепӗр статьяна та, пӑхса тух. Кашни брошюрӑна мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
18-мӗш юрӑ тата кӗлӗ