Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
Раҫҫейре юлашки вӑхӑтра пионерсен шучӗ пӗр вӗҫӗмсӗр ӳссе пыни ҫинчен сире хаваспах пӗлтеретпӗр. Сӑмахран, сентябрь уйӑхӗнче пионерсен ҫӗнӗ чи пысӑк хисепӗ — 25 917, ятарлӑ пионерсен вара — 814 пулнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне сентябрь уйӑхӗнче 7 898 пулӑшакан пионер пулнӑ. Апла пулсан, ҫӗр-шывра кашни тӑваттӑмӗш хыпарҫӑ пионер пулса ӗҫленӗ!