Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Февраль: «Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫпа ӗмӗр савӑн!» брошюра е «Кам вӑл Иегова?» трактат. Е вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ ҫак уйӑхра сӗнмелли ытти публикацисем. Март: Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр. Апрель тата май: ҫӗнӗ брошюрӑсем. Чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем, ҫав шутрах Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявлама килнисем е пухӑвӑн пӗр-пӗр тӗлпулӑвне пынисем, анчах та пухӑва яланах ҫӳременнисем, патне тепӗр хут килсен вӗсемпе Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӑрӑшӑр.
◼ 2011 ҫулхи Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ ячӗпе «Библи принципӗсемпе усӑ курни паянхи йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшать-и?» ятлӑ доклад пулать.
◼ Апрелӗн 17-мӗшӗнче, вырсарникун, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявланӑ чухне, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусӑр пуҫне урӑх нимӗнле тӗлпулу та ирттермелле мар. Сирӗн пухӑвӑн ҫав кун яланах тӗлпулу пулнӑ пулсан вара ӑна ҫав эрнери урӑх кун ирттермелле. Патшалӑх Залӗпе темиҫе пуху усӑ курать пулсан тата тӗлпулӑва урӑх куна куҫарма май ҫук пулсан, ӑна ирттермесен те юрать. Ун пек чухне вара ҫемьесене брошюрӑри вӗренмелли статьяна ҫемьепе Турра пуҫҫапмалли каҫра сӳтсе явма хавхалантараҫҫӗ.