Хыҫалти хуплашкине эсӗ кӑтартатӑн-и?
Ҫынсем кирек мӗнле брошюрӑна алла тытсан та ялан тенӗ пекех малтан хуплашки ҫине, ун хыҫҫӑн тӳрех хыҫал енне ҫавӑрса пӑхаҫҫӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсене памалли кӑларӑмсен хыҫалти хуплашки ҫинче ҫынна интереслентерме пултаракан ыйтусемпе шухӑшсем пур тата вӗсем ҫинчен калакан информацие хӑш страницӑра тупмаллине кӑтартнӑ.
Калаҫӑва пуҫлама ыйтусем суйласа илес тесе журналӑн хыҫалти хуплашкипе усӑ курма пулать. Час-часах ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ участоксенче вара эпир пӗр уйӑх хушшинче тӗрлӗрен ыйтусем парса тӗрлӗрен майпа калаҫӑва пуҫлама пултаратпӑр. Ҫыннӑн вӑхӑт ҫук пулсан, кӗскен калас тесе брошюрӑн хыҫалти хуплашки ҫинчи пӗр ыйтӑвне кӑтарт та ҫапла ыйт: «Ҫак ыйту ҫине мӗнле хурав панине пӗлес килет пулсан эпӗ сире брошюрӑсене парса хӑварма пултаратӑп, тепрехинче сирӗн вӑхӑт пулсан ытларах калаҫӑпӑр». Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем, тен, ҫынна хӑйне интереслентерекен ыйтӑва суйласа илме ирӗк парас тейӗҫ. Ун хыҫҫӑн, хуравне ӑҫта тупмаллине тата хӑйсем унчченех палӑртса хунӑ Библи сӑвӑ йӗркине кӑтартма пултарӗҫ. Брошюрӑн хыҫалти хуплашкипе тата мӗнле майпа усӑ курса ҫынсене интереслентерме пулать-ши тесе шухӑшласа пӑх.