Теократи ӗҫӗн шкулӗ: вӗреннине аса илни
Аялта илсе панӑ ыйтусене Теократи ӗҫӗн шкулӗнче 2010 ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнинче сӳтсе явӗҫ. Шкул надзирателӗ 20 минут хушшинче 2010-мӗш ҫулти июлӗн 5-мӗшӗнчен пуҫланакан эрнерен пуҫласа августӑн 30-мӗшӗнчен пуҫланакан эрниччен вӗреннӗ материала аса илмешкӗн тепӗр хут пӑхса тухассине ирттерӗ.
1. Мӗн таран «Ҫӳлхуҫа умӗнче Унӑн сӑваплӑ ҫыннисенӗн вилӗмӗ хаклӑ»? (Пс. 115:6) (w06-U 9/1 14 с., 2 абз.).
2. Иегова каланӑ кашни сӑмах шанчӑклӑ пулнине Псалом 118:89, 90-мӗш сӑвӑ йӗркисем мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (w05-U 4/15 15 с., 3 абз.).
3. Мӗншӗн Псалом 127:3-мӗшӗнче ашшӗ сӗтелӗ йӗри-тавра ларакан ывӑлсене «ҫу йывӑҫӗн хунавӗсемпе» танлаштарнӑ? (w00-U 8/15 30 с., 4 абз.).
4. Давид хӑйӗн чунне «амӑш кӑкӑрӗнчен уйӑрнӑ ача пек, йӑвашлатрӑм» тени мӗне пӗлтерет тата эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Пс. 130:1—3) (w06-U 9/1 15 с., 4 абз.).
5. Псалом 138:7—12-мӗшӗсенче лӑплантаракан мӗнле шухӑш пур? (w93-U 10/1 12, 13 с.).
6. Эпир кӗлӗре тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне Иеговӑна аслӑлӑхӗшӗн мухтама пултаратпӑр, ҫак аслӑлӑх, 144-мӗш Псалом тӑрӑх, мӗнле ӗҫсенче курӑнса тӑрать? (Пс. 144:3) (w04-U 1/15 10—14 с.).
7. «Кӗмӗле... [тата] мула» шыранӑ пек пӗлӗве тата ӑстӑна шырама Ытарлӑх 2:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче хавхалантарса каланӑ сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? (be-U 38 с., 4 абз.).
8. Ытарлӑх 7:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенче «манӑн сӑмахӑм..., эпӗ вӗрентсе калани» тени мӗне пӗлтерет? (w06-U 9/15 17 с., 3 абз.).
9. Ҫын ӑслӑ е ӑссӑр пулнине мӗн кӑтартса парать? (Ытар. 14:2) (w04-U 11/15 26 с., 5 абз.).
10. Итлекен ҫын чӗрине тивертме витӗр курни мӗнле пулӑшать? (Ытар. 20:5) (be-U 258 с., 1 абз.—259 с., 1 абз.).