Июлӗн 26-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 26-МӖШӖН ЭРНИ
13-мӗш юрӑ (45)
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Псалом 134 —140
1 №: Псалом 135:1—26
2 №: Ҫынсем Туррӑн заповечӗсене шута илмесӗр хӑйсем тӗллӗнех йышӑнусем тума пултараҫҫӗ тесе шухӑшлама вӗсене кам хистенӗ? (rs-U 254 с., 1, 2 абз.)
3 №: Мӗншӗн Армагеддон кирлӗ?
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
54-мӗш юрӑ (98)
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пулӑшакан майсем. Виҫҫӗмӗш пайӗ. «Организованы» кӗнеке тӑрӑх тунӑ доклад, 114 с., 2 абз. — 115 с., 3 абз. «Сӑваплӑ ӗҫе лайӑхлатма пулӑшакан шкулта» вӗреннӗ, лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хыпарҫӑсенчен интервью ил. Пухура ҫавӑн пек хыпарҫӑсем ҫук пулсан, хамӑрӑн публикацисенчен тӗслӗхсем илсе пар.
10 мин. Август уйӑхӗнче журналсем сӗнме хатӗрленӗр. Итлекенсемпе сӳтсе явни. Пӗр-ик минут хушшинче журналсен содержанине каласа пар. Ун хыҫҫӑн икӗ-виҫӗ статья суйласа ил, журнала сӗннӗ чухне мӗнле ыйтупа тата Библири хӑш сӑвӑ йӗркипе усӑ курма шутлани ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. Кашни журнала мӗнле сӗнме пулнине демонстраци кӑтарт.
10 мин. «Ӑслӑлӑха хӑйӗн ӗҫӗсем тӳрре кӑлараҫҫӗ». Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни.
15-мӗш юрӑ (175)