Июлӗн 19-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 19-МӖШӖН ЭРНИ
24-мӗш юрӑ (98)
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Псалом 119 —133
1 №: Псалом 120:1—122:4
2 №: Пухури тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗн пулӑшать?
3 №: Иеговӑпа хӑвӑн хушӑри хутшӑнусене хакла тата япӑх хутшӑнусенчен пӑрӑн (rs-U 253 с., 4 абз.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
35-мӗш юрӑ (62)
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе ытларах хутшӑнма пулӑшакан майсем. Иккӗмӗш пайӗ. «Организованы» кӗнеке тӑрӑх тунӑ доклад, 112 с., 3 абз. — 114 с., 1 абз. Пионер пулса ӗҫлемешкӗн улшӑнусем тунӑ пӗр-икӗ пионертан интервью ил.
10 мин. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне мӗнле хатӗрленмелле. Итлекенсемпе сӳтсе явни. Ҫамрӑк христиансем шкулта мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарни ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫсенче ашшӗ-амӑшӗсем «Вопросы молодежи» кӗнекесемпе, «Индекс» тата хамӑрӑн ытти пособисемпе усӑ курса ачисене илӗртӳсене хирӗҫ тӑма тата хӑйсем мӗне ӗненнине ыттисене ӑнлантарса пама пултарччӑр тесе мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен ӑнлантарса пар (1 Пет. 3:15). Пӗр-икӗ тема суйласа ил те хамӑрӑн публикацисенчи хӑш-пӗр усӑллӑ шухӑшсене каласа пар. Шкулта свидетельство пама мӗн пулӑшни ҫинчен итлекенсене каласа пама ыйт.
10 мин. «Хам мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и?» Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни.
28-мӗш юрӑ (169)