Декабрӗн 28-мӗшӗн эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 28-МӖШӖН ЭРНИ
84-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иисус Навин 12—15
Вӗреннине аса илни
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
35-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем. «Пуху тӗлпулӑвӗсенче Иеговӑна мухтаса юрлама эсир хатӗр-и?» ятлӑ статья ҫине тимлеттер.
10 мин. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир мӗн каланипе килӗшмен ҫынсене мӗнле хуравламалла. Хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта эсир мӗн каланипе килӗшмен чухне час-часах мӗн калаҫҫӗ, ҫавсене итлекенсемпе сӳтсе явни. Эсир каланипе килӗшмен чухне мӗнле хуравламаллине пӗр демонстраци кӑтарт. («Рассуждение» (выр.) кӗнекене пӑх, с. 59—63.)
10 мин. Библи вӗренӗвӗсене пуҫла. Библи вӗренме сӗнмелли кун тепрехинче хӑҫан пуласси ҫинчен пӗлтер. Сирӗн пухура Библи вӗренме сӗннӗ чухне мӗнле ҫитӗнӳсем пулнӑ? Пионера е хыпарҫӑна хӑвӑр пурӑнакан вырӑнта Библи вӗренме сӗнмелли меслетсенчен хӑшӗ уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен каласа пама е демонстарци кӑтартма ыйт.
10 мин. Январь уйӑхӗнче сӗнмелли литература. Сӗнмелли публикацисенчи содержание кӗскен каласа пар. Май килнӗ чухне ырӑ хыпара пӗлтернӗ вӑхӑтра ҫак публикацисемпе усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулни ҫинчен хыпарҫӑпа сӳтсе яв. Пурне те ҫак уйӑхра Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тӗллев лартма хавхалантар.
193-мӗш юрӑ