Декабрӗн 21-мӗшӗн эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 21-МӖШӖН ЭРНИ
73-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иисус Навин 9 —11
1 №: Иисус Навин 9:1—15
2 №: Армаггедон ҫывӑххине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр (lr 47-мӗш сып.)
3 №: Эсӗ Туррӑн илемлӗ ҫӗнӗ тӗнчинче пурӑнма пултаратӑн! (lr 48-мӗш сып.)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
4-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
15 мин. Сторожевая башня» (выр.) тата «Пробудитесь!» (выр.) кӑларӑмсене сӗнме хатӗрленӗр. Демонстраци кӑтарт, унта ушкӑн надзирателӗ ҫамрӑк хыпарҫӑна хӑй хатӗрленӗ журнал сӗнмелли меслетне каласа парать. Мӗншӗн ҫак меслете суйласа илни пирки, мӗнле ыйту парасси пирки тата мӗнле Библи сӑвӑ йӗрки вуласси пирки ӑнлантарса парать. Ун хыҫҫӑн ҫамрӑк хыпарҫӑ хӑй усӑ курма шутласа хунӑ журнал сӗнмелли меслетне калать тата надзирательтен ҫакна лайӑхрах тума пулӑшу ыйтать. Хыпарҫӑ усӑ курма шутланӑ статьяран вӗсем пӗрле Библи сӑвӑ йӗркине суйласа илеҫҫӗ тата мӗнле ыйту парасси пирки шутласа хураҫҫӗ.
15 мин. «Библи вӗренекенсене эпир „хамӑр чунӑмӑрсене“ пама хатӗр». Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни. Иккӗмӗш абзаца сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн хыпарҫӑран интервью ил. Библи вӗренекенпе чун-чӗререн интересленнине вӑл мӗнле кӑтартать, ҫавӑн ҫинчен каласа патӑр. Ҫакӑ мӗнле ӑнӑҫусем парать? Ҫавӑн пекех Библи вӗреннӗ чухне кам патне ҫакӑн пек чун-чӗререн интересленнине кӑтартнӑ, ҫав хыпарҫӑран интервью ил.
66-мӗш юрӑ