Декабрӗн 14-мӗшӗн эрнелӗх программи
ДЕКАБРӖН 14-МӖШӖН ЭРНИ
41-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Иисус Навин 6—8
1 №: Иисус Навин 8:1—17
2 №: Шыв тӗнчене пӗтерет — ҫакӑ каллех пулма пултарать-и? (lr 46-мӗш сып.)
3 №: Екклесиаст 7:21, 22-мӗшӗсенчи канаш мӗнпе усӑллӑ?
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
161-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
15 мин. «Мӗншӗн эпӗ хамӑн ӗненӳ ҫинчен каласа пама хӑратӑп?». 2009 ҫулхи июль уйӑхӗнче пичетленсе тухнӑ «Пробудитесь» (выр.) журнал тӑрӑх тунӑ доклад, 24—27-мӗш страницӑсем. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫа ирттернӗ чухне ашшӗ е амӑшӗ ачине шкулта ыйтусем ҫине хурав мӗнле памаллине хатӗрленни ҫинчен демонстраци кӑтарт. Вӗсем 25-мӗш страницӑра панӑ пӗр ыйтӑвне тӗпчеҫҫӗ тата сӳтсе яваҫҫӗ. Кайран вӗсем репетици тӑваҫҫӗ: ачине ҫав ыйтӑва параҫҫӗ, ачи хуравлать.
15 мин. «Вӑраха ямасӑр ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳре!» Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни. Тӑваттӑмӗш абзаца сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн хастаррӑн ырӑ хыпар саракан хыпарҫӑран интервью ил. Ҫак ыйтусене пар: «Ҫак тӗнчери ӗҫсем сана пусарса ан илччӗр тесе эсӗ мӗн турӑн? Вӑраха ямасӑр ырӑ хыпара пӗлтерни сана мӗнле пулӑшрӗ?».
92-мӗш юрӑ