Октябрӗн 26-мӗшӗн эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 26-МӖШӖН ЭРНИ
200-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Саккуна астутарни 11—13
Вӗреннине аса илни
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
67-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. «Сторожевая башня» (выр.) тата «Пробудитесь!» (выр.) кӑларӑмсене сӗнме хатӗрленӗр. Доклад. Журналсен содержанине кӗскен пӑхса тух тата хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсене хӑш статьясем уйрӑмах интереслӗ пулма пултарнине палӑрт. Ашшӗ е амӑшӗ ачине ырӑ хыпар калама хатӗрленме мӗнле пулӑшнине кӑтартакан демонстраци туса пар. Вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне хӑш статьяпа, мӗнле ыйтупа тата Библири мӗнле сӑвӑ йӗркипе усӑ курасси пирки пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ача хӑйӗн каламалли сӑмахӗсене репетици тӑвать, ҫавӑн пекех ирӗклӗн памалли укҫа-тенкӗ пирки каласа хӑварать.
10 мин. «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?». Итлекенсемпе сӳтсе явни. Хӑвӑр территоринче пурӑнакан ҫынсене кӗнекери хӑш сыпӑксем уйрӑмах интереслӗ пулни ҫинчен вӗсене каласа пама ыйт. Кӗнекене сӗннӗ чухне мӗнле ыйтусемпе, мӗнле ӳкерчӗксемпе е Библири мӗнле сӑвӑ йӗркисемпе усӑ курнӑ? Пӗр демонстраци хатӗрле.
10 мин. «Ыйтусен рамки». Итлекенсемпе сӳтсе явни. Унта илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене вуласа сӳтсе яв.
70-мӗш юрӑ