Октябрӗн 19-мӗшӗн эрнелӗх программи
ОКТЯБРӖН 19-МӖШӖН ЭРНИ
86-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Саккуна астутарни 7—10
№ 1: Саккуна астутарни 9:1—14
№ 2: Мӗншӗн Иисуса юратмалла (lr сып. 38)
№ 3: Библи кӑтартса панӑ тӑрӑх, миҫе ҫыннӑн пӗлӗтре пурӑнмалли шанчӑк пур (rs с. 250, абз. 2—3)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
44-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
15 мин. Тӗпчев туни ӑнланӑва тарӑнлатма пулӑшать. «Школа служения» (выр.) кӗнеке тӑрӑх тунӑ доклад, 33-мӗш страницӑран пуҫласа 34-мӗш страницӑри подзаголовок таран. Хыпарҫӑсен Библи вӗренекенсене тӗпчеве епле ирттермеллине мӗнле кӑтартмалли пирки материалпа усӑ курса ӑнлантарса сӳтсе яв, ҫапла майпа Библи вӗренекенсем хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетме тата ырӑ хыпар сарма хатӗр пулӗҫ. Демонстарци хатӗрле: тӗпчев туни мӗншӗн кирлине хыпарҫӑ Библи вӗренекене ӑнланма пулӑшать.
15 мин. «Ырӑ хыпара телефонпа сарасси ӑнӑҫлӑ пулма пултарать». Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни. Ҫак уйӑхри журналсене сӗнмелли меслетсемпе мӗнле усӑ курмаллине икӗ хыпарҫӑ умлӑ-хыҫлӑ демонстраци туса паччӑр. Ырӑ хыпара телефонпа сарасси пирки хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти закон мӗнле те пулин чару лартнӑ пулсан, ҫавна шута илмеллине палӑртса хӑвар.
75-мӗш юрӑ