Июлӗн 27-мӗшӗн эрнелӗх программи
ИЮЛӖН 27-МӖШӖН ЭРНИ
77-мӗш юрӑ
□ Пухура Библи вӗренни
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Шутлани 1—3
№ 1: Шутлани 3:1—20
№ 2: Йӑваш пулас тесен мӗншӗн хамӑра чаруллӑ тытни кирлӗ
№ 3: Санӑн Турру кам? (lr сып. 27)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
131-мӗш юрӑ
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Ыйтусемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курни. «Школа служения» (выр.) кӗнекери материала итлекенсемпе сӳтсе явни, с. 236 — с. 237, абз. 2. Материалти пӗр е икӗ канашпа усӑ курса кӗскен демонстраци ту.
10 мин. Лайӑх тӗслӗх кӑтартса тӑракан икӗ е виҫӗ ашшӗ-амӑшӗнчен интервью ил. Ҫемьепе пӗрле Турӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесе вӗсен мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме тивет, ҫавӑн ҫинчен ыйт. Хӑйсен ачисене хастарлӑрах ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшас тесе вӗсем мӗнле утӑмсем тӑваҫҫӗ? Ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне вӗсем ачисене ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ?
10 мин. «Кашни кун Иеговӑна мухта». Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни.
154-мӗш юрӑ