«Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнекене вӗренмелли ыйтусем
«Аслӑ Вӗрентекен» кӗнекене мӗнле вӗренмеллине ӑнлантарса пани
Ҫак кӗнекене вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесен кашни сыпӑкри абзацсене, ҫав шутра умсӑмахрине те, номерлесе тухмалла. Пӗр ушкӑнри абзацсене пурне те пӗрле вуламалла. Вӗреннӗ вӑхӑтра, вырӑнлӑ пулсан, сыпӑкӑн вӗҫӗнче Библирен илсе панӑ сӑвӑсене сӳтсе явма пулать.
Кашни эрнере пухура Библи вӗреннӗ чухне пӗр сыпӑк пӑхса тухмалла, чи малтан умсӑмаха уйрӑм сыпӑк пекех сӳтсе явмалла. Ҫак кӗнекене пӑхса тухма 49 эрне уйӑрнӑ.
16-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Иисуса хӑйӗн тӑванӗ пирки ӳпкелешсе каланӑ ҫын мӗне ӑнлансах кайман?
2. Пуян ҫын тӗрӗс мар шухӑшланине кӑтартас тесе Иисус мӗнле тӗслӗх каласа панӑ? (Лука 12:16—21 вулӑр.)
7—13-мӗш абзацсем
3. Нумайӑшӗ, ҫамрӑккисем те, ваттисем те, хӑш тӗлӗшрен ҫав пуян ҫын евӗрлӗ?
4. Мӗн ырлӑх-пурлӑхран та хаклӑрах, анчах та паян нумайӑшӗ, ҫав пуян ҫын пекех, хӑйсем мӗне ытларах хакланине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
5. Пирӗн мӗншӗн Иисус каласа панӑ тӗслӗхри пуян ҫын пек пулмалла мар?
14—17-мӗш абзацсем
6. Турӑ умӗнче пуян пуласси мӗне пӗлтерет?
7. Иисус Христос пире мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
8. Турӑ умӗнче пуян пулнӑшӑн Иисус мӗнле пиллӗхсем илнӗ?
17-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?
2. Иегова пирки мӗншӗн телейлӗ Турӑ тенӗ?
3. Эпир ыттисене мӗн пама пултаратпӑр?
9—12-мӗш абзацсем
4. Иисуспа унӑн апостолӗсем ыттисене мӗн пама пултарнӑ?
5. Павелпа Лука ыттисене мӗн панӑ тата мӗншӗн Лидия хӑй те вӗсене хаваспах темскер панӑ?
13—16-мӗш абзацсем
6. Ҫынсене ырӑ тунӑ чухне пирӗн мӗнле туйӑмсем пулмалла тата мӗншӗн?
7. Мӗншӗн тӑлӑх арӑм хӑйӗн пур-ҫук укҫине хаваспах панӑ?
8. Ыттисене пама пирӗн мӗнле майсем пур тата ҫакӑ пире мӗнле усӑ парӗ?
18-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Ыттисем пире ырӑ тунӑ чухне пирӗн мӗн тумалла?
2. Мӗнле чире тилҫе чирӗ теҫҫӗ тата Иисус вӑхӑтӗнче ҫав чирпе чирлекен ҫынсенчен мӗншӗн пӑрӑнса ҫӳреме тӑрӑшнӑ?
3. Иисус хӑйне юхан-суранлӑ ҫынсемпе мӗнле тытнӑ?
6—12-мӗш абзацсем
4. Хӑйсене сыватма ыйтнӑ вунӑ юхан-суранлӑ ҫынна Иисус мӗн каланӑ тата вӑл ҫавна мӗншӗн тунӑ?
5. Юхан-суранлӑ ҫынсем хӑйсене Иисус сыватма пултарнине ӗненни мӗнрен курӑнать?
6. Юхан-суранлӑ ҫынсем священник патне кайнӑ чухне мӗн пулса иртнӗ?
7. Самари ҫынни ытти тӑхӑр ҫынран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
13—18-мӗш абзацсем
8. Иисуса тав тума таврӑннӑ ҫын пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
9. Ҫынсене ырӑ ӗҫӗсемшӗн мӗншӗн тав тумалла?
19-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Килӗштерсе пурӑнасси пирки Иисус мӗн каланӑ тата мӗншӗн хушӑран ҫавна тума ҫӑмӑл мар?
2. Самари ҫыннисем Иисусӑн вӗренекенӗсемпе ырӑ пулман чухне Иаковпа Иоанн мӗн тӑвасшӑн пулнӑ?
6—12-мӗш абзацсем
3. Усалшӑн усалпа тавӑрасси ҫинчен Ытарӑшсем 24:29-мӗшӗнче мӗн каланӑ?
4. Иисусӑн Матфей 5:39-мӗшӗнчи сӑмахӗсене мӗнле ӑнланмалла?
5. Лару-тӑру хӗрсе пынине курсан мӗн тумалла тата мӗншӗн?
13—17-мӗш абзацсем
6. Ытарӑшсем 26:17-мӗшӗнче мӗн каланӑ тата ҫак сӑмахсем ыттисем ҫапӑҫнӑ ҫӗре пырса хутшӑнакан ҫынсене мӗнле пырса тивеҫҫӗ?
7. Ҫапӑҫма пуҫласан ҫынсем час-часах мӗн тӑваҫҫӗ, христианинӑн вара мӗн тумалла тата мӗншӗн?
20-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Яланах пӗрремӗш пулас текен ҫынсем ҫинчен Иисус мӗн шухӑшлать?
2. Иисус мӗнле тӗслӗх каласа панӑ тата мӗншӗн?
3. Иисус каланӑ тӗслӗхӗн тӗп шухӑшӗ мӗнле?
4. Кам та пулин тепринчен ирттерме тӑрӑшнӑ чухне час-часах мӗн пулса иртет?
8—15-мӗш абзацсем
5. Иерусалима кайнӑ чухне Иисусӑн апостолӗсене пӗрремӗш пулма тӑрӑшни мӗнле харкаштарса янӑ?
6. Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, пӗрремӗш пулас текен ҫыннӑн кам пулса тӑмалла?
7. Пӗр-пӗриншӗн чурасем пек тӑрӑшмалла тени мӗне пӗлтерет?
21-мӗш сыпӑк
1—10-мӗш абзацсем
1. Мухтанни мӗн вӑл тата мухтанакансем ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр?
2. Иисус куланай пуҫтараканпа фарисей ҫинчен мӗнле тӗслӗх каласа панӑ?
3. Ҫак тӗслӗхпе усӑ курса Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
11—19-мӗш абзацсем
4. Пётр хӑҫан мухтанса калаҫнӑ тата паян нумайӑшӗ мӗнпе мухтанаҫҫӗ?
5. Мӗншӗн пирӗн мухтанма сӑлтав ҫук?
6. Пирӗн кама ҫеҫ мухтав кӳмелле тата мӗншӗн?
22-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Матфей 5:37-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
2. Иисус вилнӗ хыҫҫӑнах мӗн-мӗн пулса иртнӗ?
7—13-мӗш абзацсем
3. Ананияпа Сапфира мӗнле япӑх ӗҫ тунӑ тата вӗсемпе мӗн пулнӑ?
4. Ананияпа Сапфира ҫинчен ҫырса пани пире мӗне вӗрентет?
14—18-мӗш абзацсем
5. Суйни мӗншӗн япӑх?
6. Хӑҫан питӗ суяс килсе кайма пултарать?
7. Библи пире яланах тӗрӗссине калама мӗнле хавхалантарать?
23-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Шалкӑм ҫапнӑ ҫынна хӑй патне илсе килнӗ чухне Иисус ӑҫта пулнӑ?
2. Шалкӑм ҫапнӑ ҫынна Иисус патне пыма мӗншӗн йывӑр пулнӑ тата юлашкинчен вӑл ҫакна мӗнле тунӑ?
3. Иисус шалкӑм ҫапнӑ ҫыншӑн мӗн тунӑ?
9—14-мӗш абзацсем
4. Ҫапла тӗлӗнмелле майпа сыватни пире мӗне вӗрентет?
5. Мӗнле майпа ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ?
15—18-мӗш абзацсем
6. Мӗншӗн пӗрисем теприсенчен ытларах чирлеҫҫӗ?
7. Ҫылӑха мӗнле пӗртен-пӗр майпа пӗтерме пулать тата ун чухне пирӗн сывлӑх мӗнле пулӗ?
24-мӗш сыпӑк
1—13-мӗш абзацсем
1. Ҫын мӗнле сӑлтава пула вӑрӑ пулса тӑма пултарать?
2. Кам пӗрремӗш вӑрӑ пулнӑ тата вӑл мӗн вӑрланӑ?
3. Мӗнле тӗрӗс мар шухӑш-ӗмӗтрен пирӗн асӑрханмалла?
4. Иуда Искариот мӗнле япӑх ӗҫсем тунӑ тата тӗрӗс мар шухӑш-ӗмӗчӗ ӑна мӗн патне илсе ҫитернӗ?
14—21-мӗш абзацсем
5. Ахан мӗнле майпа вӑрӑ пулса тӑнӑ?
6. Давид, ҫавӑн пекех унӑн ывӑлӗ Авессалом ҫыннӑнне мӗнле вӑрланӑ?
7. Турӑ кирек епле вӑрлани ҫине те мӗнле пӑхать?
8. Вӑрламасӑр пурӑнма пире мӗн пулӑшӗ?
25-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Мӗншӗн эпир пурте хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар ӗҫсем тӑватпӑр?
2. Савл мӗнле япӑх ӗҫсем тунӑ тата мӗншӗн?
9—15-мӗш абзацсем
3. Савл христиансене арестлеме кайнӑ чухне ҫул ҫинче унпа мӗн пулса тухнӑ?
4. Савл кам пулса тӑнӑ тата вӑл мӗнле ырӑ ӗҫсем тунӑ?
5. Ҫынсене япӑххине тутарма кам пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать?
16—20-мӗш абзацсем
6. Эпир пурте мӗнпе кӗрешетпӗр?
7. Мӗншӗн Иисус унччен япӑх ӗҫсем тунӑ ҫынсене те юратнӑ?
8. Эпир тунӑ хӑш-пӗр ӗҫсене Библи сивлет пулсан пирӗн мӗн тумалла?
26-мӗш сыпӑк
1—9-мӗш абзацсем
1. Савл Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑрсан ыттисем хӑйсене унпа мӗнле тытнӑ?
2. Иисус Библири хӑш чӑнлӑха калани ҫынсене килӗшмен?
3. Вӗсем Иисуспа мӗн тӑвасшӑн пулнӑ тата вӑл ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсене ырӑ хыпар калама пӑрахнӑ-и?
10—14-мӗш абзацсем
4. Иисус шӑматкун мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ?
5. Иисус тунӑ ӗҫ кама савӑнтарнӑ, кам вара кӑмӑлсӑр пулнӑ?
6. Пирӗн пурин те мӗнле йышӑну тумалла?
7. Тӗрӗссине тума пире кам чӑрмантарать?
15—18-мӗш абзацсем
8. Христосӑн вӗренекенӗсене кураймасӑр тӑракан тӗнче шутне камсем кӗреҫҫӗ?
9. Тӗрӗссине тума мӗншӗн йывӑр?
10. Хӑш сӑмах панисем пире Турӑ ирӗкне тума хавхалантараҫҫӗ?
27-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Ҫынсем мӗншӗн Павелпа Варнавӑна пуҫҫапасшӑн пулнӑ, анчах та лешӗсем вӗсене мӗн тенӗ тата мӗн тунӑ?
2. Нумай ҫын мӗнле турӑсене пуҫҫапать?
3. Ҫак тӗнчен турри кам тата вӑл ҫынсене мӗн тутарасшӑн?
6—13-мӗш абзацсем
4. Навуходоносор патша ҫынсене мӗн тума хушнӑ тата мӗншӗн виҫӗ еврей ӑна пуҫҫапма килӗшмен?
5. Иегова мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ тата ҫакӑ Навуходоносор патшана мӗнле витӗм кӳнӗ?
14—15-мӗш абзацсем
6. Ҫынсем паян мӗнле турӑшсене е йӗрӗхсене пуҫҫапнине эсир калама пултаратӑр-и?
7. Виҫӗ ҫамрӑк еврей паянхи йӗрӗхсем пирки мӗн шутланӑ пулӗччӗ?
28-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне кама итлемеллине ӑнланса илме йывӑр?
2. Библи ачасене мӗн тума хавхалантарать?
3. Сидрах, Мисах тата Авденаго Навуходоносор патша туса лартнӑ ылтӑн кӗлеткене пуҫҫапма мӗншӗн килӗшмен?
4. Кама пӑхӑнмалли пирки ыйту сиксе тухсан апостолсем мӗн тума шут тытнӑ?
6—10-мӗш абзацсем
5. Иисус вӑхӑтӗнче правительствӑна кам ертсе пынӑ тата правительствӑсем час-часах мӗнле усӑллӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ?
6. Иисус налук тӳлесси пирки мӗн каланӑ тата мӗншӗн унӑн хуравӗ ӑслӑ пулнӑ?
11—18-мӗш абзацсем
7. Мӗншӗн аслисен те, ачасен те патшалӑх саккунӗсене тата влаҫра ларакансене пӑхӑнмалла?
8. Чӑн христиансем хӑҫан саккуна пӑхӑнмаҫҫӗ тата мӗншӗн?
29-мӗш сыпӑк
1—10-мӗш абзацсем
1. Турӑ ҫынсене савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулни мӗнрен курӑнать, анчах та мӗнле уявсене вӑл сивлет?
2. Библире мӗнле икӗ ҫуралнӑ куна уявлани ҫинчен каланӑ?
3. Ҫав уявсенче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑр.
11—15-мӗш абзацсем
4. Ҫуралнӑ кунсем ҫинчен Библире ҫырса панинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
5. Иисусӑн ҫуралнӑ кунне уявлама хӑш куна суйласа илнӗ пулнӑ, анчах вӑл мӗншӗн ҫав вӑхӑтра ҫуралма пултарайман?
16—17-мӗш абзацсем
6. Ҫынсем мӗншӗн Раштава уявлаҫҫӗ?
7. Уяв Иеговӑна килӗшнипе килӗшменнине мӗнле пӗлмелле? (Иоанн 17:16; 2 Коринф 6:14; 1 Петр 4:3.)
30-мӗш сыпӑк
1—9-мӗш абзацсем
1. Пётрпа ытти апостолсем мӗншӗн хӑраса ӳкнӗ?
2. Пётр Иисусран туниччен мӗн-мӗн пулса иртнӗ?
10—16-мӗш абзацсем
3. Пётр миҫе хут Иисусран туннӑ тата ҫакӑ мӗнле пулса иртнӗ?
4. Ҫавӑн пекки пирӗнпе мӗнле пулса тухма пултарать?
31-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Кичем пуснӑ тата хӑйсене пӗчченӗн туякан ҫынсене Библи мӗнле йӑпатать?
2. Иисус асапсем тӳснӗ пулсан та, вӑл мӗне ҫирӗп шаннӑ?
3. Эпир хӑш тӗлӗшрен путексем евӗрлӗ тата Иисус ҫухалса кайнӑ путек ҫинчен мӗнле тӗслӗх каласа панӑ?
8—12-мӗш абзацсем
4. Иисусӑн тӗслӗхӗнчи кӗтӳҫӗ кама сӑнарлать тата ӑна курма ҫук пулсан та, вӑл пирӗншӗн мӗншӗн тӑрӑшать?
5. 23-мӗш Псалом Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартать?
13—15-мӗш абзацсем
6. Турӑ сурӑхӗсен мӗншӗн хӑрама кирлӗ мар?
7. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаклани ӑҫтан курӑнать тата ҫакӑ пирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?