«Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен» кӗнекене вӗренмелли ыйтусем
«Аслӑ Вӗрентекен» кӗнекене мӗнле вӗренмеллине ӑнлантарса пани
Ҫак кӗнекене вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесен кашни сыпӑкри абзацсене, ҫав шутра умсӑмахрине те, номерлесе тухмалла. Пӗр ушкӑнри абзацсене пурне те пӗрле вуламалла. Вӗреннӗ вӑхӑтра, вырӑнлӑ пулсан, сыпӑкӑн вӗҫӗнче Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явма пулать.
Кашни эрнере пухура Библи вӗреннӗ чухне пӗр сыпӑк пӑхса тухмалла, чи малтан умсӑмаха уйрӑм сыпӑк пекех сӳтсе явмалла. Ҫак кӗнекене пӑхса тухма 49 эрне уйӑрнӑ.
Умсӑмах
1—5-мӗш абзацсем
1. Ача ҫурални пирки мӗншӗн тӗлӗнмелле япала теҫҫӗ?
2. Ачасемшӗн хӑш-хӑш енчен тӑрӑшмалла?
3. Ашшӗ-амӑшӗн, христиансен, мӗншӗн ачисене этем философийӗпе вырӑнти йӑласем тӑрӑх мар, Библи тӑрӑх вӗрентмелле? (Ытарӑшсем 3:5, 6; 14:12; Исаия 30:21.)
6—10-мӗш абзацсем
4. Ҫак кӗнекери ыйтусем ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене вӗрентме мӗнле пулӑшӗҫ тата ачисен хуравӗсем ашшӗ-амӑшне мӗн кӑтартса парӗҫ?
5. Ҫак кӗнекере илсе панӑ ӳкерчӗксем вӗрентме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
6. Ҫак кӗнекене кӑларнӑ ҫынсем мӗне чунтан шанаҫҫӗ?
1-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Вӗрентекен пулнӑ май Иисус мӗн тунӑ?
2. Лайӑх Ывӑл тата Аслӑ Вӗрентекен пулса тӑма Иисуса мӗн пулӑшнӑ?
3. Иисус ытти ҫынсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
7—11-мӗш абзацсем
4. Ачасем хӑйсене Иисус юратнине мӗнле пӗлме пултарнӑ?
5. Иисус мӗншӗн ачасене те вӗрентнӗ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
6. Аслисен пӗчӗк ачасем пек пулмалла тенипе Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ?
12—16-мӗш абзацсем
7. Кайӑксемпе чечексем ҫинчен каланӑ чухне Иисус мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
8. Ӗҫе пула ҫемьерен аякра пурӑнма тивет пулсан, ҫав ӗҫе вырнаҫма кирлипе кирлӗ марри пирки йышӑну тума Иисусӑн вӗрентӗвӗсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
9. Турӑпа пирӗн хушӑри хутшӑнусем пурнӑҫра чи кирли пулмаллине Иисусӑн ту ҫинчи вӗрентӗвӗнчи хӑш шухӑшӗсем кӑтартаҫҫӗ?
17—21-мӗш абзацсем
10. Иисуса итлес тесен пирӗн мӗн тумалла тата ӑна итлени мӗнле усӑ парать?
11. Турӑ хӑҫан Иисусӑн вӗренекенӗсене манӑн Ывӑла итлӗр тенӗ тата чӑннипе телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
2-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Мӗншӗн Библи чи кирлӗ кӗнеке шутланать?
2. Библие мӗнле ҫырнӑ тата мӗн ҫырмаллине Турӑ ҫынсене пӗлӗтрен пӗлтернине ӗненни мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ?
8—12-мӗш абзацсем
3. Библин малтанхи кӗнекисене кам ҫырнӑ тата Библие мӗн вӑхӑт хушши ҫырнӑ?
4. Библи ҫыракансен ячӗсене каласа тухӑр тата вӗсене ӳкерчӗкре тупӑр.
5. Библи ҫырнӑ ҫынсем пуласлӑхра мӗн пуласси ҫинчен ӑҫтан пӗлнӗ?
13—18-мӗш абзацсем
6. Мӗншӗн ҫынсен пурин те Турӑ ҫырӑвӗнче хӑйсем валли мӗн ҫырнине пӗлме май пур теме пулать?
7. Библире мӗнле питӗ кирлӗ япаласем ҫинчен каланӑ?
8. Эпир чӑннипех ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине тата Турӑ Сӑмахне хакланине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
3-мӗш сыпӑк
1—10-мӗш абзацсем
1. Пире мӗнле пултарнинче сире мӗн тӗлӗнтерет?
2. Турӑ чи малтан кама пултарнӑ, эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр?
3. Мӗншӗн Турӑ чӗрӗ япаласем пултарнӑ?
4. Турӑ пире юратнине мӗнле кӑтартать?
11—21-мӗш абзацсем
5. Турӑ чӑннипех пуррине эсир мӗнле тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пама пултаратӑр?
6. Пирӗн мӗншӗн Туррӑн сӑн-сӑпатне ӳкернӗ турӑшсем тумалла мар?
7. Турра пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
4-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Ят пурри питӗ кирли ӑҫтан курӑнать?
2. Туррӑн ячӗ мӗнле тата пирӗн унпа мӗншӗн усӑ курмалла?
3. Иисус Туррӑн ячӗпе мӗнле усӑ курнӑ тата ыттисене ҫакна тума мӗнле вӗрентнӗ?
7—14-мӗш абзацсем
4. Турӑ Моисее хӑйӗн ячӗ ҫинчен мӗн пӗлтернӗ?
5. Иегова фараона хӑйӗн ячӗ ҫинчен мӗн каланӑ?
6. Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ятне мӗнле чапа кӑларнӑ тата вӑл ҫакна паян мӗнле тӑвать?
15—19-мӗш абзацсем
7. Сирӗн Библире Турӑ ячӗ ӑҫта тӗл пулать?
8. Иеговӑна юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
5-мӗш сыпӑк
1—8-мӗш абзацсем
1. Турӑ Ывӑлӗн мӗншӗн ҫӗр ҫинче ҫуралмалла пулнӑ? (Лука 1:26—38.)
2. Иисуспа Мария пире мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ тата вӗсем пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?
3. Иисус ҫурални ытти ҫынсем ҫуралнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
9—17-мӗш абзацсем
4. Иисус ҫуралнӑ каҫ мӗн пулса иртнӗ?
5. Иисус ӑҫта ӳснӗ тата Турӑ ӑна мӗншӗн ырланӑ? (Псалом 39:7—9.)
6. Иисус тӗслӗхӗ пире тата мӗне вӗрентет?
6-мӗш сыпӑк
1—4-мӗш абзацсем
1. Нумайӑшӗ мӗн ҫинчен ӗмӗтленеҫҫӗ тата Иисусӑн вӗренекенӗсем те пӗр вӑхӑт хушши ҫавнашкал шухӑшланине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2. Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗне тӳрех ӑнланса илме пултарайман?
5—11-мӗш абзацсем
3. Иисус хӑй вилес умӗнхи каҫ мӗн тунӑ тата ҫапла тунипе вӑл пире мӗне вӗрентесшӗн пулнӑ?
4. Иисус пек пулма тӑрӑшатпӑр пулсан мӗнле пиллӗхсем илӗпӗр?
12—17-мӗш абзацсем
5. Эсир килтисемшӗн мӗн тума пултаратӑр?
6. Ытти ҫынсемшӗн, тӗслӗхрен, шкулта е тата урӑх ҫӗрте эсир мӗнле тӑрӑшма пултаратӑр?
7. Пире тепӗр чухне тав тумаҫҫӗ пулсан та, мӗншӗн пирӗн ыттисемшӗн тӑрӑшмалла?
7-мӗш сыпӑк
1—9-мӗш абзацсем
1. Аслисене мӗншӗн итлемелле?
2. Лука 22:42-мӗшӗнче ҫырса панӑ Иисусӑн кӗллинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
3. Турра итленипе эпир ӑна мӗн кӑтартатпӑр?
10—15-мӗш абзацсем
4. Эфес 6:1—3-мӗшӗсенчи канашпа ачасем мӗнле усӑ курма пултараҫҫӗ тата вӗсен ҫакна мӗншӗн тумалла?
5. Ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫынсене Турра итлени мӗнле хӳтӗленӗ?
16—19-мӗш абзацсем
6. Итлени ачасене паян мӗнле хӳтӗлет?
7. Турра итлени пире пурне те мӗнле усӑ парать?
8-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Кам пирӗнтен те вӑйлӑрах?
2. Иисус ҫӗр ҫинче ахаль ҫын пек ҫуралма пултартӑр тесе Турӑ мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ?
3. Хӑй ҫын пулса тӑриччен Иисус пӗлӗтре пурӑннине мӗнле кӑтартнӑ?
6—11-мӗш абзацсем
4. Турра итленӗ пулсан Адампа Евӑн мӗнле пуласлӑх пулнӑ пулӗччӗ?
5. Пултарни 2:17-мӗшӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
12—19-мӗш абзацсем
6. Турӑ пултарнӑ ангел Евӑна мӗнле улталанӑ?
7. Адампа Ева Турра итлемен пирки мӗн пулса тухнӑ?
8. Лайӑх ангел мӗншӗн япӑхланса кайнӑ?
9. Иисусран тӗслӗх илсе эпир Шуйттан суеҫӗ пулнине мӗнле ҫирӗплетсе пама пултаратпӑр?
9-мӗш сыпӑк
1—4-мӗш абзацсем
1. Пире япӑххине тума хӗтӗртнӗ чухне пирӗн мӗншӗн парӑнмалла мар?
2. Библире Иисус шыва кӗнӗ чухне «тӳпе уҫӑлса кайнӑ» тени мӗне пӗлтерет?
5—13-мӗш абзацсем
3. Сатана Иисуса чи малтан мӗнле илӗртнӗ тата Иисус ӑна мӗн хуравланӑ?
4. Иккӗмӗш хутӗнче Сатана Иисуса мӗнле илӗртме хӑтланнӑ тата Иисус ҫавӑн чухне хӑйне мӗнле тытнӑ?
5. Иисуса виҫҫӗмӗш хут илӗртме хӑтланнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14—20-мӗш абзацсем
6. Ӳт-пӳ мӗн патне туртнине е мӗн те пулин япӑххине пирӗн хӑҫан тӑвас килсе кайма пултарать?
7. Тӗрӗссине тума хӑҫан уйрӑмах йывӑр, анчах та пире мӗн пулӑшма пултарать?
10-мӗш сыпӑк
1—6-мӗш абзацсем
1. Ангелсенчен пӗри мӗншӗн Туррӑн тӑшманӗ пулса тӑнӑ?
2. Хӑш-пӗр ангелсем мӗн тунӑ тата ҫакӑ мӗншӗн усал ӗҫ пулнӑ?
3. Ҫӗр ҫине пурӑнма аннӑ ангелсен ачисем хӑйсене мӗнле тытнӑ тата ҫӗр усаллӑхпа тулнине курсан Турӑ мӗн тунӑ?
7—11-мӗш абзацсем
4. Сатанапа унӑн демонӗсем паян мӗн тӑваҫҫӗ тата ҫакӑ пире мӗнле витӗм кӳме пултарать?
5. Усал ангелсем ачасене мӗнле япӑх ӗҫсем тутарттарма хӑтланаҫҫӗ?
12—17-мӗш абзацсем
6. Усал ангелсене тата мӗн тума килӗшет? Ҫав ӗҫсем ҫинчен ҫынсем ытларах чухне ӑҫтан пӗлеҫҫӗ?
7. Демонсем питӗ вӑйлӑ пулсан та, пирӗн вӗсенчен мӗншӗн хӑрамалла мар?
11-мӗш сыпӑк
1—11-мӗш абзацсем
1. Куҫа курӑнман япаласем те пуррине эпир мӗншӗн ӗненме пултаратпӑр?
2. Ырӑ тата усал ангелсем ҫинчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр?
3. Ангелсем мӗн ҫинчен калаҫма пултараҫҫӗ тата вӗсем пирӗнпе интересленни пирки мӗншӗн иккӗленмелли ҫук?
4. Ӗлӗкхи вӑхӑтра ангелсем Турра юратакан ҫынсене мӗнле пулӑшнӑ?
12—17-мӗш абзацсем
5. Туррӑн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑнӑ май ангелсем мӗнле ятарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ?
6. Туррӑн ангелӗсем Павела мӗнле ӗҫе туса тӑма пулӑшнӑ?
7. Туррӑн ангелӗсем кӗҫех мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫе хутшӑнӗҫ?
12-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Кӗлӗ мӗн вӑл тата пӗччен чухне те, ыттисемпе пӗрле те кӗлтума юранине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2. Мӗншӗн кӗлӗ хыҫҫӑн «аминь» тени вырӑнлӑ тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?
3. Пухура калакан кӗлӗсене мӗншӗн тимлӗ, унталла-кунталла пӑхмасӑр тата шӑв-шав кӑлармасӑр итлемелле?
4. Неемия кӗлли пире мӗне вӗрентет?
8—10-мӗш абзацсем
5. Кӗлӗ тӗлӗшӗпе пирӗн мӗн асра тытмалла?
6. Эпир Турра мӗн ҫинчен кӗлтума пултаратпӑр?
11—17-мӗш абзацсем
7. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле виҫӗ питӗ кирлӗ япала ҫинчен кӗлтума вӗрентнӗ?
8. Иисус тата мӗн ҫинчен пире кӗлтума вӗрентнӗ?
13-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Иисусӑн вӗренекенӗ пуласси мӗне пӗлтерет?
2. Христосӑн малтанхи ултӑ вӗренекенӗ кам-кам пулнӑ тата вӗсенчен кашнин ҫинчен эсир мӗн пӗлетӗр?
3. Христосӑн хӑш тӑватӑ вӗренекенӗ хӑйсен унчченхи ӗҫне тума, пулӑ тытма, таврӑннӑ, анчах Иисус хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен вӗсем мӗн тунӑ?
8—12-мӗш абзацсем
4. Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнисен хатӗр пулсах мӗн тумалла пулнӑ?
5. Кам Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑма килӗшмен тата мӗншӗн?
6. Иисус апостолсем пулма суйласа илнӗ 12 вӗренекенӗн ячӗсем мӗнле?
7. 12 апостолтан хӑшӗ шанчӑклӑ пулман тата ун вырӑнне кама суйласа лартнӑ?
8. Тата кам апостол пулса тӑнӑ?
13—16-мӗш абзацсем
9. Хӗрарӑмсем те Иисусӑн вӗренекенӗсем пулма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
10. Иисусӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла тата ҫакӑ ӑҫта питӗ кирлӗ?
14-мӗш сыпӑк
1—5-мӗш абзацсем
1. Пире кӳрентерекен ҫынсемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?
2. Иисус «ҫичӗ хут ҫитмӗл таран» каҫармалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
3. Пётр ыйтӑвне хуравласан Иисус мӗн тунӑ?
6—13-мӗш абзацсем
4. Патша питӗ пысӑк парӑмлӑ чурипе мӗн тунӑ?
5. Ҫав чура пӗчӗк парӑмлӑ тепӗр чурапа хӑйне мӗнле тытнӑ?
6. Парӑма каҫарман чура ҫинчен илтсен патша мӗн тунӑ?
14—18-мӗш абзацсем
7. Иисус каланӑ ытарӑшри патша кама сӑнарлать?
8. Иисус каланӑ ытарӑш мӗне вӗрентет?
9. Кам та пулин сирӗнтен каҫару ыйтать пулсан, эсир вара ӑна унччен темиҫе хут та каҫарнӑ пулсан, мӗн тӑвӑр?
15-мӗш сыпӑк
1—7-мӗш абзацсем
1. Кам ҫинчен те пулин малтанах япӑх шухӑшласа хуни мӗншӗн тӗрӗс мар?
2. Ют халӑх ҫыннисем пирки япӑх шухӑшланӑ ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен ман мӗн тумалла тесе ыйтсан Иисус мӗн хуравланӑ?
3. Ҫав ҫын мӗнле тӳрре тухасшӑн пулнӑ?
8—15-мӗш абзацсем
4. Ҫав ҫынна пулӑшас тесе Иисус мӗнле тӗслӗх каласа панӑ?
5. Тӗслӗх каласа панӑ хыҫҫӑн Иисус ҫав ҫынна мӗнле ыйту панӑ тата лешӗ мӗн хуравланӑ?
16—19-мӗш абзацсем
6. Иисус каласа панӑ тӗслӗх тӑрӑх, кам пирӗн ҫывӑх ҫын?
7. Иегова никам пирки те малтанах япӑх шухӑшласа хуманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
8. Пирӗнтен кашниех мӗнле майпа ырӑ ҫывӑх ҫын пулма пултарать?