Тупмалли
3 Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ
2017, ФЕВРАЛӖН 27 — МАРТӐН 5
Ҫак статьяра йывӑр вӑхӑтра Иегова пулӑшасса шанма 2017 ҫулхи текст пире мӗнле хавхалантарнине сӳтсе явнӑ. Авалхи вӑхӑтри шанчӑклӑ ӗҫлекенсен тӗслӗхӗсем пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсемпе кӗрешнӗ чухне е ыттисене пулӑшнӑ чухне Иегова ҫине шанма тата хамӑр енчен мӗн тума пултарнине пурне те тума вӗрентеҫҫӗ.
2017, МАРТӐН 6—12
12 Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн пархатарлӑ пулӑр
Суйласа илмелли ирӗклӗх панӑшӑн Турра пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине ҫак статьяран пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех ыттисен те суйласа илме ирӗк пуррине хисепленине эпир мӗнле кӑтартма пултарнине те сӳтсе явӑпӑр.
2017, МАРТӐН 13—19
17 Мӗншӗн йӑваш ӑслӑ пулмалла?
2017, МАРТӐН 20—26
22 Йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулӑр
Ҫак икӗ статьяра эпир питӗ кирлӗ ен ҫинчен, йӑваш ӑслӑ пуласси ҫинчен, ытларах пӗлӗпӗр. Пӗрремӗш статьяра йӑваш ӑслӑ пуласси мӗне пӗлтернине тата мӗне пӗлтерменнине ӑнлантарса панӑ. Иккӗмӗш статьяра йывӑр вӑхӑтра та йӑваш ӑслӑ пулма мӗн пулӑшни ҫинчен каланӑ.
2017, МАРТӐН 27 — АПРЕЛӖН 2
27 Шанчӑклӑ арҫын тӑвансене ытларах яваплӑх шанса парӑр
Пӗр ӑру хыҫҫӑн тепри килет, ҫавӑнпа та пухури ҫамрӑкрах арҫын тӑвансем ватӑ арҫын тӑвансен яваплӑхӗсене хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Ҫак статьяра сӳтсе явнӑ принципсем ватӑ тӑвансене те, ҫамрӑкраххисене те ҫав улшӑнусем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗҫ.