Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp16 1№ 4 с.
  • Кӗлӗсене кам та пулин итлет-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Кӗлӗсене кам та пулин итлет-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
  • Ҫавнашкал материал
  • Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Турра мӗнле кӗлтумалла?
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Кӗлӗ урлӑ Турӑпа мӗнле ҫывӑхланмалла
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2016
wp16 1№ 4 с.
Вӗренекенӗсем пуҫӗсене тайнӑ, Иисус вара тӳпенелле пӑхса кӗлтӑвать

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?

Кӗлӗсене кам та пулин итлет-и?

Хӑш-пӗр ҫынсем кӗлтӑвасси вӑл вӑхӑта сая яни ҫеҫ тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӗлӗсене никам та итлемест теҫҫӗ. Теприсем кӗлтӑваҫҫӗ, анчах та вӗсене хӑйсен кӗллисем ҫине хуравламан пек туйӑнать. Пӗр атеист хӑйӗн куҫӗ умне Турра кӑларса тӑратма тӑрӑшнӑ, унтан вара кӗлтунӑ: «Пӗр сӑмах та пулин шӑппӑн каласам». Анчах та, вӑл каланӑ тӑрӑх, Турӑ «нимӗн те шарламан».

Ҫав-ҫавах Библи пире Турӑ пур тата вӑл пирӗн кӗлӗсене итлет тесе шантарать. Темиҫе ӗмӗр каяллах унта ҫапла ҫырса хунӑ пулнӑ: «Эсӗ ӗсӗклесех йӗнине илтсессӗн Вӑл [Турӑ] сана каҫарӗ, йӗнине илтсессӗнех сана хуравлӗ» (Исаия 30:19). Библири тепӗр сӑвӑ йӗркинче ҫакӑн пек каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсен кӗллине Вӑл хапӑл тӑвать» (Ытарӑшсем 15:8).

Иисус хӑйӗн Ашшӗне кӗлтунӑ та «Турӑ Ӑна илтнӗ» (Еврейсем 5:7, ҪХ)

Камӑн кӗллисене илтнӗ, ҫавсем ҫинчен те каласа панӑ Библире. Унта пӗр сӑвӑ йӗркинче Иисус «Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана... йӑлӑннӑ», вара «Турӑ Ӑна илтнӗ» тенӗ (Еврейсем 5:7, ҪХ). Ытти тӗслӗхсем ҫинчен Даниил 9:21 тата 2 Ҫулсеренхи 7:1 вулама пулать.

Апла пулсан, мӗншӗн-ха хӑш-пӗрисене хӑйсен кӗллисем ҫине хурав паман пек туйӑнать? Кӗлле илтчӗр тесен кирек мӗнле турра е ваттисене мар, Библире каланӑ Турра, Иеговӑнаa, ҫеҫ кӗлтумалла. Ҫавӑн пекех Турӑ пире хӑйӗн «ирӗкӗпе килӗшӳллӗн», урӑхла каласан, хӑй ырлакан япаласем ҫинчен ыйтма чӗнет. Эпир ҫавӑн пек кӗлтӑватпӑр пулсан, Турӑ пире итлет (1 Иоанн 5:14). Ҫавӑнпа та пирӗн кӗлӗсене илтчӗр тесен Библире каланӑ Турӑпа паллашмалла та унӑн ирӗкне пӗлсе пымалла.

Нумай ҫыншӑн кӗлӗ вӑл — тӗнре тытса тӑмалли йӑла ҫеҫ мар. Вӗсем Турӑ кӗлӗсене итлет тата кӗлӗ ҫине хурав парать тесе шутлаҫҫӗ. Кенире пурӑнакан Исаак калать: «Эпӗ Турра Библие ӑнланма пулӑшсам тесе ыйтрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен ман пата килчӗҫ те мана мӗн кирлипе тивӗҫтерчӗҫ». Филиппинӑра пурӑнакан Хильда чӗлӗм туртма пӑрахасшӑн пулнӑ. Вӑл ҫавна тума темиҫе хут хӑтланса пӑхнӑ, анчах пӑрахайман. Ҫавӑн хыҫҫӑн упӑшки ӑна ҫакӑн пек сӗнӳ панӑ: «Мӗншӗн Турӑран пулӑшу ыйтас мар?» Вӑл упӑшкин канашне тимленӗ. «Турӑ мана мӗнле пулӑшни шалтах тӗлӗнтерсе ячӗ,— каласа парать вӑл.— Манӑн чӗлӗм туртас килми пулса пычӗ, вара эпӗ ҫав йӑларан хӑтӑлтӑм».

Тен, Турӑ сирӗн кӗлӗсем ҫине те хурав пама хатӗр?

a Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр