ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?
Мӗншӗн ҫынсем кӗлтӑваҫҫӗ?
«Эпӗ азартлӑ вӑйӑсем выляма юратнӑ, ҫавӑнпа та пысӑк укҫа выляса илес тесе кӗлтунӑ. Анчах та манӑн ӗҫ ӑнмарӗ» (Сэмьюэлa, Кени).
«Шкулта эпир пӑхмасӑр вӗреннӗ кӗлӗсене ним шухӑшламасӑр каласа тӑнӑ» (Тереса, Филиппин).
«Эпӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне кӗлтӑватӑп. Эпӗ ҫылӑхсене каҫарсам тата лайӑх христианка пулма пулӑшсам тесе ыйтатӑп» (Магдалина, Гана).
Сэмьюэлӑн, Тересӑн тата Магдалинӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫынсем тӗрлӗ сӑлтава — паха е пахах мар сӑлтава — пула кӗлтӑваҫҫӗ. Пӗрисем ҫавна чун-чӗререн тӑваҫҫӗ, теприсем — ячӗшӗн ҫеҫ. Ҫынсем юратнӑ команда ҫӗнтертӗр, экзамена ӑнӑҫлӑ тытас е ҫемьери йывӑрлӑхсене татса пама пулӑш тесе кӗлтӑваҫҫӗ-и, вӗсем кирек мӗн ҫинчен ыйтсан та ҫакна палӑртма пулать: ҫӗршер миллион ҫыннӑн кӗлтӑвас кӑмӑл пур. Халӑх шухӑшне ыйтса пӗлни тӑрӑх, тӗнсемпе ҫыхӑнман хӑш-пӗр ҫынсем те тӑтӑшах кӗлтӑваҫҫӗ.
Эсир кӗлтӑватӑр-и? Ку ҫапла пулсан, мӗн ҫинчен? Кӗлтӑвас йӑла сирӗн пур-и е ҫук-и, эсир, тен, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем панӑ: «Кӗлтуни мӗнле те пулин усӑ парать-и? Пирӗн кӗлӗсене кам та пулин итлет-и?» Пӗр ҫыравҫӑ кӗлӗ вӑл «аквариумри пулӑпа калаҫнине» аса илтерекен «сипленмелли меслет» тенӗ. Ҫакӑнпа хӑш-пӗр тухтӑрсем те килӗшеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем кӗлӗ пирки сипленмелли майсенчен пӗри теҫҫӗ. Анчах та кӗлӗ вӑл ним усӑ та паман йӑла е сипленмелли меслет кӑна-ши?
Библире кӗлӗ пирки сипленмелли меслет темен. Унта пирӗн кӗлӗсене итлекен пур тесе каланӑ. Ку чӑнах та ҫапла-и? Айтӑр ҫакна мӗн кӑтартса панине пӑхса тухар.
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.