Эсир Иегова тимлӗ пулнине, тӑрӑшнине хаклатӑр-и?
«Йӑлтах Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче: вӑл усаллисене те, ыррисене те курать» (ЫТАР. 15:3).
1, 2. Мӗншӗн Иегова пире видеосӑнав камерисем сӑнаса тӑнӑ пек сӑнаса тӑмасть теме пулать?
НУМАЙ ҫӗршывра транспорт ҫӳренине тӗрӗслесе тӑма тата аварисене ҫырса хума видеосӑнав камерисемпе ытларах та ытларах усӑ кураҫҫӗ. Камерӑсем аварие, айӑплӑ ҫын ҫав вырӑнтан тарнине ӳкерсе илсен, ҫав сӑнӳкерчӗксем полицейскисене ӑна шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак пур ҫӗрте те лартса тухнӑ «куҫсене» пула ҫынсене хӑйсен япӑх ӗҫӗсемшӗн явап тытассинчен хӑтӑлма йывӑртарах пулса пырать.
2 Тен, кама та пулин камерӑсемпе ҫапла анлӑ усӑ курни Иегова, пирӗн юратнӑ Аттемӗр, пире мӗнле сӑнаса тӑнине аса илтерме пултарать. «Йӑлтах Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче» тенӗ Библире (Ытар. 15:3). Анчах та ҫакӑ эпир мӗн тунине вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр сӑнаса тӑрать тенине пӗлтерет-и? Турӑ пирӗн ҫине пире хӑйӗн саккунӗсене вӑйпа пӑхӑнтарса тӑрас, вӗсене тытса тӑманшӑн наказани парас тесе пӑхса тӑрать-и? (Иер. 16:17; Евр. 4:13.) Ҫук паллах! Тӗпрен илсен, Иегова пире кашнине юратнӑран, хӳтӗлесшӗн тата телейлӗ тӑвасшӑн пулнӑран сӑнаса тӑрать (1 Петр 3:12).
3. Турӑ пире юратнине, пирӗншӗн тӑрӑшнине кӑтартакан мӗнле пилӗк мая пӑхса тухӑпӑр?
3 Турӑ пире юратса сӑнаса тӑнине хаклама пире мӗн пулӑшӗ? Вӑл пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине тата пире мӗнле сӑнаса тӑнине кӑтартакан пилӗк мая пӑхса тухар. 1) Эпир ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн кайма пуҫласан, вӑл пире асӑрхаттарать. 2) Тӗрӗс мар утӑм тусан, вӑл пире тӳрлетет. 3) Вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗнчи принципсем урлӑ ертсе пырать. 4) Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, вӑл пире пулӑшать. 5) Пирӗнте ыррине курсан, вӑл пире пиллет.
ТИМЛӖ ТУРӐ ПИРЕ АСӐРХАТТАРСА ТӐРАТЬ
4. Мӗншӗн Турӑ Каина «алӑку умӗнче ҫылӑх» сыхласа выртать тесе асӑрхаттарнӑ?
4 Пирӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑл хыҫҫӑн каяс килнӗ чухне Турӑ пире мӗнле асӑрхаттарса тӑнине чи малтан пӑхса тухар (1 Ҫулс. 28:9). Иегова юратса тӑрӑшнин ҫак енне ӑнланас тесе вӑл хӑйне Каинпа, хӑйне Турӑ кӑмӑл туман чухне «питӗ тарӑхнӑ» ҫынпа, мӗнле тытнине сӳтсе явар. (Пултарни 4:3—7 вуласа пар.) Иегова Каина ырӑ тума ӳкӗтленӗ. Иегова асӑрхаттарса каланине Каин итлемен пулсан, ӑна «алӑкӗ умӗнче ҫылӑх» сыхласа выртнӑ пулӗччӗ. Турӑ ӑна каланӑ: «Эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул». Вӑл Каина «пуҫне ҫӗклеттересшӗн» пулнӑ, урӑхла каласан, Каин Турӑ куҫӗ умӗнчен каллех ырӑлӑх туптӑр тенӗ. Ҫавӑн пек асӑрхаттарса каланине Каин итленӗ пулсан, унӑн хӑйӗнпе Турӑ хушшинче малашне те лайӑх хутшӑнусем пулнӑ пулӗччӗҫ.
5. Мӗнле майсемпе Иегова пире асӑрхаттарса тӑрать?
5 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Иегова эпир шалтан мӗнлерех ҫынсем пулнине курма пултарать. Вӑл пирӗн шухӑшсене тата пирӗн мӗн тӑвас килнине пӗлет, ҫавӑнпа та эпир унран нимӗн те пытарма пултараймастпӑр. Пирӗн юратакан Атте пире тӳрӗлӗх ҫулӗсемпе ҫӳреттересшӗн, ҫав вӑхӑтрах вӑл пире хамӑр пыракан ҫулран вӑйпа пӑрса ярасшӑн мар. Эпир тӗрӗс мар ҫулпа пынӑ чухне вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ асӑрхаттарать. Мӗнле майпа? Библие кашни кун вуланӑ май эпир хамӑрӑн тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑмсене тата япӑх йӑласене ҫӗнтерме пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене тӗл пулатпӑр. Пирӗн публикацисем те эпир кӗрешекен йывӑрлӑхсене тӗпӗ-йӗрӗпе уҫса пама тата вӗсене мӗнле ҫӗнтермеллине кӑтартма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне эпир пурте пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче шӑп кирлӗ вӑхӑтра канашсем илсе тӑратпӑр!
6, 7. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн кашнишӗн тӑрӑшнине мӗн ҫирӗплетсе парать? ӑ) Иегова пире юратса асӑрхаттарса каланинчен усӑ илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
6 Ҫакӑн пек асӑрхаттарса каланисем пурте Иегова пире кашнине юратнине, пирӗнпе кашнипе тимлӗ пулнине тата пирӗншӗн кашнишӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Чӑнах та, Библи сӑмахӗсем темиҫе ӗмӗр хушши пур ӗнтӗ, Турӑ организацийӗ хатӗрленӗ публикацисене миллион-миллион ҫын валли ҫыраҫҫӗ тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче паракан канашсене унта килнисем валли пурин валли те параҫҫӗ. Ҫав-ҫавах ҫавсенче кашнинче Иегова сире, япӑх ӗҫсем тӑвас килнине ҫӗнтерме пулӑшас тесе, хӑйӗн Сӑмахне тимлеме ыйтать. Ҫакӑ Иегова сирӗншӗн уйрӑммӑн тӑрӑшнине кӑтартса парать теме пулать.
7 Турӑ асӑрхаттарса каланисем пире усӑ паччӑр тесен пирӗн вӑл пире ыррине кӑна суннине ӑнланса илмелле. Унтан вара унӑн Сӑмахӗнчи канашсене йышӑнмалла та Турра килӗшмен кирек мӗнле шухӑшран та хӑтӑлма тӑрӑшмалла. (Исаия 55:6, 7 вуласа пар.) Асӑрхаттарса каланисене эпир тимлетпӗр пулсан, чуна ыраттарма пултаракан нумай япаларан сыхланӑпӑр. Анчах та эпир хамӑрӑн ҫылӑхлӑ кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайрӑмӑр пулсан, вара мӗн? Пирӗн юратакан Аттемӗр пире мӗнле пулӑшу пама пултарать?
ПИРӖН ЮРАТАКАН АТТЕ ПИРЕ ТӲРЛЕТЕТ
8, 9. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем урлӑ парса тӑракан канашсем вӑл пирӗншӗн питӗ хытӑ тӑрӑшнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.
8 Иегова пире тӳрлетнӗ чухне вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине тата ытларах асӑрхама пулать. (Еврейсем 12:5, 6 вуласа пар.) Чӑнах та, канаш е ӑс панине йышӑнма яланах ҫӑмӑл мар (Евр. 12:11). Кам та пулин пире Библи тӑрӑх канаш панӑ чухне вӑл ҫавна мӗншӗн тунине ӑнланни питӗ кирлӗ. Вӑл ҫавна пире кӳрентерес тесе мар, пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем хӑрушлӑхра пулнине асӑрханӑран тӑвать. Пире Иегова патне мӗнле таврӑнмаллине Библи тӑрӑх кӑтартас тесе вӑл вӑхӑт уйӑрма, вӑй хума хатӗр. Эпир ҫак канаша хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑран тухса тӑрать.
9 Канаш паракан ҫынсен ӗҫӗсенче Турӑ тӑрӑшни мӗнле палӑрса тӑнине кӑтартакан тӗслӗхе пӑхса тухар. Пӗр арҫын тӑванӑн чӑнлӑха пӗличчен порнографи пӑхас йӑла пулнӑ, анчах вӑл унран хӑтӑлнӑ. Ҫав-ҫавах ҫавна тӑвас килни унӑн пӗтӗмпех пӗтмен. Вӑл ҫӗнӗ кӗсье телефонӗ илсен унӑн унчченхи йӑли йӑсӑрланса выртакан кӑвар пек ҫӗнӗ вӑйпа хыпса илнӗ (Иак. 1:14, 15). Телефон урлӑ вӑл Интернетри порнографи сайчӗсене кӗнӗ. Пӗррехинче, телефонпа ырӑ хыпар сарнӑ чухне, вӑл старейшинӑна хӑш-пӗр адрессене пӑхма хӑйӗн телефонне панӑ. Лешӗ телефонне пӑхма пуҫласан ҫав ирсӗр сайтсем уҫӑлма тытӑннӑ. Ҫакӑ ҫав арҫын тӑваншӑн пиллӗх пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хӑрушлӑхра пулнине асӑрхама май панӑ. Ӑна тӳрех канаш панӑ, вӑл хӑйне тӳрлетес тесе ӑс панине йышӑннӑ та юлашкинчен хӑйӗн япӑх йӑлине ҫӗнтернӗ. Юратакан ҫӳлти Аттемӗре, пирӗн вӑрттӑн ҫылӑхсене кураканскере тата пире хамӑр ӗҫсем шала кӗрсе кайичченех тӳрлетекенскере, эпир питӗ пархатарлӑ!
БИБЛИ ПРИНЦИПӖСЕНЕ ТЫТСА ТӐНИ ПИРЕ ПУЛӐШАТЬ
10, 11. а) Турӑ мӗн тума хушнине пӗлес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Иегова мӗн тума хушнине тытса тӑни тӗрӗс пулнине пӗр ҫемье мӗнле пӗлсе ҫитнӗ?
10 Псалом юрлакан Иеговӑна мухтаса ҫапла юрланӑ: «Эсӗ мана Хӑвӑн ӑсупа ҫӳрететӗн [«канашупа ертсе пыратӑн», ҪТ]» (Пс. 72:24). Эпир Иеговӑн канашӗсене унӑн Сӑмахне тӗпченипе пӗлме пултаратпӑр. Ҫакна тунипе эпир вӑл мӗнле шухӑшланине ӑнланса илме, вӑл мӗн каланине тытса пыма тата унпа хамӑр хушӑри лайӑх хутшӑнусене упраса хӑварма пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Иеговӑн канашӗсем пире хамӑра та, хамӑр ҫемьене те пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ (Ытар. 3:6).
11 Пирӗн тӑванпа, Филиппинӑра Масбат ятлӑ туллӑ вырӑнта пурӑнакан фермерпа, пулса иртнӗ пӗр ӗҫ Иегова пире мӗнле ертсе пынине кӑтартса парать. Ҫак арҫын тӑван хӑйӗн арӑмӗпе, нумай ачаллӑ пулсан та, пионер пулса ӗҫленӗ. Пӗррехинче вӗсен ҫӗр хуҫи вӗсене ку вырӑнтан куҫса кайма хушакан документ ярса панӑ, ҫакӑ вара вӗсене шалт аптратса ӳкернӗ. Мӗншӗн вӗсене куҫса кайма ыйтнӑ? Вӗсем ултавлӑ хӑтланаҫҫӗ тесе такам суйса айӑпланӑ пулнӑ. Арҫын тӑван хӑйсем ӑҫта пурӑнасси пирки пӑшӑрханнӑ пулин те, вӑл каланӑ: «Иегова пире пулӑшӗ. Кирек мӗн пулсан та вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине яланах парса тӑрӗ». Арҫын тӑван Иеговӑна шанни кӑлӑхах пулман. Тепӗр темиҫе кунран ниҫта та куҫса каймалла маррине пӗлсен ҫемье лӑштах сывласа янӑ. Сӑлтавӗ мӗнре пулнӑ? Ҫавӑн пек айӑпланине пӑхмасӑрах Свидетельсен ҫемйи Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑннине, сӑпайлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ҫӗр хуҫи асӑрханӑ. Ҫакӑ ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсене тӑрса юлма ирӗк панисӗр пуҫне тыр-пул туса илме ҫиелтен тепӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. (1 Петр 2:12 вуласа пар.) Чӑнах та, Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ ертсе пырса пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать.
ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ЧӐТСА ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШАКАН ТУС
12, 13. Турӑ пирӗншӗн тӑрӑшнине ӗненме хӑҫан йывӑр пулма пултарать?
12 Анчах та хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем чылая пыраҫҫӗ. Тен, пирӗн вӑраха кайнӑ чире, ҫемьери ҫынсем пӗр вӗҫӗмсӗр хирӗҫ тӑнине е хамӑра хӗсӗрлесе тӑнине тӳссе пурӑнма тивет. Хутран-ситрен пухури тӑвансемпе хирӗҫесси те пулкалать пирӗн.
13 Сӑмахран, камӑн та пулин сӑмахӗсем ырӑ мар пек туйӑннӑран сире, тен, кӳрентерчӗҫ. «Туррӑн организацийӗнче кун пекки пулмалла мар!» — тесе тарӑхатӑр эсир. Анчах та сире ҫав сӑмахсене каланӑ арҫын тӑван пухура чыслӑ тивӗҫсене илет, ыттисем те ӑна хисеплеҫҫӗ курӑнать. «Кун пекки мӗнле пулма пултарать-ха? — тӗлӗнетӗр эсир. — Иегова курмасть-и-мӗн? Нивушлӗ вӑл ним те тумӗ?» (Пс. 12:2, 3; Аввак. 1:2, 3.)
14. Турӑ пирӗн йывӑрлӑхсене татса пама мӗншӗн хутшӑнманнине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ?
14 Иеговӑн ҫак ӗҫе хутшӑнас мар теме витӗмлӗ сӑлтавсем пулма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эсир тен, тепӗр ҫын ытларах айӑплӑ тесе шутлатӑр пулин те, Турӑ ҫакӑн ҫине пачах урӑхла пӑхма пултарать. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, эсир, тен, хӑвӑр мӗнле шухӑшланинчен те ытларах айӑплӑ. Сире кӳренӳллӗ пек туйӑннӑ сӑмахсем, тӗрӗссипе каласан, вырӑнлӑ та шута илме тивӗҫлӗ канаш пулма пултараҫҫӗ. Карл Клейн тӑван, Ертсе пыракан советра ӗҫленӗскер, хӑйӗн биографинче хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӗр ӗҫ ҫинчен каласа панӑ. Пӗррехинче Рутерфорд тӑван ӑна тӳррӗн канаш панӑ. Каярахпа Рутерфорд тӑван ӑна савӑнӑҫлӑн сывлӑх суннӑ: «Салам, Карл!» Анчах та Клейн тӑван, Рутерфорд канашне йывӑра илнӗрен, аран-аран салам тесе шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каланӑ. Клейн тӑван тарӑхса ҫӳренине ӑнланса илсен Рутерфорд тӑван ӑна Шуйттанӑн тупӑшӗ пулма пултаратӑн тесе асӑрхаттарнӑ. Клейн тӑван каярахпа ҫапла ҫырнӑ: «Тӑван ҫине, уйрӑмах унӑн хӑй туса тӑракан тивӗҫсене пула мӗн те пулин калама ирӗк пур чухне ун ҫине, ӑшра тарӑхса ҫӳренипе эпир Шуйттан танатисем умӗнче хӳтлӗхсӗр тӑрса юлатпӑр»a.
15. Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пире Иегова пулӑшу парасса кӗтнӗ май мӗне ӑнланни пире тӳсӗмлӗхе ҫухатма памӗ?
15 Йывӑрлӑхсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман пек туйӑннӑ чухне эпир тӳсӗмлӗхе ҫухатма пултаратпӑр. Ҫавӑн чухне пире мӗн пулӑшма пултарать? Калӑпӑр, эсир машинӑпа пынӑ май пробкӑна лекетӗр. Унта эсир мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши тӑрасса пӗлместӗр. Эсир тарӑхса кайнипе урӑх ҫул шырама пуҫларӑр пулсан, ҫӗтсе кайма пултаратӑр. Ҫавна пула сире кирлӗ вырӑна ҫитме нумайрах вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Анчах та тӳсӗмлӗ пулса урӑх ҫулпа каймарӑр пулсан, сирӗнпе ун пекки пулса тухмӗччӗ. Ҫавнашкалах эсир Турӑ Сӑмахӗнче кӑтартнӑ ҫулпа пыратӑр пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир кирлӗ ҫӗре ҫитетӗрех.
16. Тата мӗнле сӑлтава пула Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене хутшӑнас мар тет?
16 Иегова хӑш-пӗр чухне пирӗн йывӑрлӑхсене хутшӑнас мар теме пултарать, мӗншӗн тесен вӑл пире ҫав йывӑрлӑхсем урлӑ темскер кирлине вӗрентесшӗн. (1 Петр 5:6—10 вуласа пар.) Анчах та Иегова вӗсене ярса тӑмасть (Иак. 1:13). Йывӑрлӑхсенчен нумайӑшӗ «сире хирӗҫ пыракан шуйттана» пула сиксе тухать. Анчах та Турӑ пире хӑйӗнпе пирӗн хушӑмӑрти хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшас тесе йывӑр лару-тӑрупа усӑ курма пултарать. Вӑл пирӗн хӗн-асапа курса тӑрать тата пирӗншӗн тӑрӑшнӑран ҫав хӗн-асапа «пӗр авка», е вӑхӑтлӑха, кӑна пулма парӗ. Иегова сирӗншӗн тӑрӑшасса тата сире вӗҫне ҫитичченех чӑтса ирттерме вӑй парасса шанса тӑрӑр (2 Кор. 4:7—9).
ТУРӐ ПИРЕ ЫРЛАТЬ ТАТА ПИЛЛЕТ
17. Мӗншӗн Иегова пур ҫыннӑн чӗрине те сӑнаса тӑрать?
17 Иегова хӑйне кам чӑннипех юратнине курас тесе пур ҫыннӑн чӗрине те сӑнаса тӑрать. Вӑл Ананий пророк урлӑ Аса патшана ҫапла пӗлтернӗ: «Хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн парӑннисене хунтӑламашкӑн Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗре пӑхса-курса тӑрать» (2 Ҫулс. 16:9). Иегова хӑйне Аса пӗтӗм чун-чӗререн парӑнманнине курнӑ, анчах та эсир хӑвӑра тӗрӗс тытатӑр пулсан, вӑл сире хунтӑласа тӑрӗ, урӑхла каласан, сире ырӑ тӑвас тесе хӑйӗн вӑйне кӑтартӗ.
18. Сире хӑвӑра хакламаҫҫӗ пек туйӑнать пулсан, мӗне асра тытмалла?
18 Турӑ пире «ырра шырӑр», «ырра юратӑр» тата «ырӑ тӑвӑр» тет. Вара вӑл пире ырланине кӑтартма пултарать (Ам. 5:14, 15; 1 Петр 3:11, 12). Иегова тӳрӗ ҫынсене асӑрхать, вӗсене пиллет (Пс. 33:16). Сӑмахран, Шифрӑпа Фуа, ача ҫуратма пулӑшакан еврей хӗрарӑмӗсем, ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Израиль Египет чуралӑхӗнче пулнӑ чухне ҫак икӗ хӗрарӑм фараонран, тин кӑна ҫуралнӑ еврей арҫын ачисене вӗлерме хушнӑ фараонран, ытларах Турӑран хӑранӑ. Ҫак хӗрарӑмсен Турра юрӑхлӑ совеҫӗ вӗсене пӗчӗк ачасен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма хистенӗ курӑнать. Иегова Шифрӑпа Фуан ырӑ ӗҫӗсене курнӑ та вӗсене ҫемьеллӗ, ача-пӑчаллӑ тунипе пилленӗ (Тух. 1:15—17, 20, 21). Хӑш-пӗр чухне пире хамӑрӑн ырӑ ӗҫсене никам та асӑрхамасть пек туйӑнма пултарать. Анчах та Иегова вӗсене асӑрхать. Вӑл эпир тунӑ кашни ырӑ ӗҫе курать те пире пиллет (Матф. 6:4, 6; 1 Тим. 5:25; Евр. 6:10).
19. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ырӑ ӗҫӗсене Иегова асӑрхамасӑр хӑварманнине мӗнле ӑнланса илнӗ?
19 Австрире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн ӗҫне Иегова асӑрхамасӑр хӑварманнине хӑй ӑнланса илнӗ. Венгр ҫынни пулнӑран ӑна венгрла калаҫакан хӗрарӑмӑн адресне панӑ. Вӑл тӳрех ҫав адреспа кайнӑ, анчах та килте никам та пулман. Вӑл унта ҫине-ҫинех кайса тӑнӑ. Хӑш-пӗр чухне ӑна килте такам пур пек туйӑннӑ, анчах алӑка никам та уҫман. Хӗрарӑм тӑван литература илсе пырса тӑнӑ, ҫырусем ҫырнӑ тата хӑйӗн телефон номерне хӑварнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ хушши ҫине-ҫине кайса тӑнӑ хыҫҫӑн алӑка тинех уҫнӑ! Ӑна ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм сывлӑх суннӑ та каланӑ: «Кӗрӗр, тархасшӑн. Эсир ман валли мӗн хӑварнине эпӗ пурне те вуласа тухрӑм. Эпӗ сире кӗтрӗм». Ҫав хӗрарӑм химиотерапия мелӗпе сипленнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та ун чухне унӑн никампа та калаҫас килмен. Хӗрарӑм тӑван унпа Библи вӗренме пуҫланӑ. Чӑнах та, Турӑ ӑна пикенсе ӗҫленӗшӗн пилленӗ!
20. Иегова тимлӗ пулни тата тӑрӑшни ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
20 Иегова эсир мӗн тунине пурне те курнине, кашни ҫыннӑн чӗрине сӑнанине эпир ҫак статьяран пӗлтӗмӗр. Вӑл ҫавна пирӗн айӑпсене тупасшӑн е пирӗн кашни йӑнӑша ҫырса хурасшӑн тӑвать тесе шутламалла мар пирӗн. Ун вырӑнне Иеговӑпа ҫывӑхланса пырар, мӗншӗн тесен эпир вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине, пире чӑннипех пулӑшасшӑн тата ырӑ ӗҫсемшӗн пиллесшӗн пулнине пӗлетпӗр.
a Клейн тӑванӑн биографине 1984 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» (акӑл.) журналта ҫырса панӑ.