Тупмалли
2013, августӑн 15
© 2013 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. Автор прависене хӳтӗленӗ.
ВӖРЕНМЕЛЛИ КӐЛАРӐМ
2013, СЕНТЯБРӖН 30 — 2013, ОКТЯБРӖН 6
3 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 43, 10
2013, ОКТЯБРӖН 7—13
Нихӑҫан та Иегова ҫине ан тарӑхӑр
10 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 20, 19
2013, ОКТЯБРӖН 14—20
Пӗр-пӗринпе тимлӗ пулӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
17 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 50, 20
2013, ОКТЯБРӖН 21—27
24 СТРАНИЦА • ЮРӐСЕМ: 29, 43
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕМ
▪ Эсир сӑвапланса тасалтӑр
Хамӑра Иеговӑна халалланӑ ӗҫлекенсем пулнӑ май пире сӑваплӑ туса хунӑ, урӑхла каласан, сӑваплӑ ӗҫ валли уйӑрса хунӑ. Ҫак статьяра Неемия кӗнекин 13-мӗш сыпӑкне сӳтсе явнӑ. Пире сӑваплӑ тӑрса юлма пулӑшакан тӑватӑ мая эпир пӑхса тухӑпӑр.
▪ Нихӑҫан та Иегова ҫине ан тарӑхӑр
Ҫак статьяра Турра чунтан парӑнса пурӑнакан христианина Иегова ҫине тарӑхтарса яма пултаракан пилӗк сӑлтав ҫинчен каланӑ (Ытар. 19:3). Ҫакӑнтах хамӑрпа пулакан йывӑрлӑхсемшӗн Иеговӑна айӑплассинчен асӑрханма пулӑшакан пилӗк мая тӗплӗн пӑхса тухнӑ.
▪ Пӗр-пӗринпе тимлӗ пулӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
▪ Сирӗн мӗнле пурӑнас пулать!
Ҫак статьясенчен пӗрремӗшӗнче эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах пӗр-пӗрне Турӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен каланӑ. Иккӗмӗш статья пирӗнпе Иегова хушшинчи туслӑха аркатма тӑрӑшакан Сатанан илӗртмӗшӗсене ӑнӑҫлӑ хирӗҫ тӑрас тесе эпир мӗн тума пултарнине кӑтартса парать.