Тупмалли
2010, октябрӗн 15
Вӗренмелли кӑларӑм
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕНЕ ПӐХСА ТУХМАЛЛИ ЭРНЕСЕМ:
Ноябрӗн 29 — декабрӗн 5
«[Иеговӑн] ӑсне кам пӗлсе ҫитернӗ?»
СТРАНИЦА 3
ЮРӐСЕМ: 11, 51
Декабрӗн 6—12
Пуринчен малтан «Унӑн тӳрӗлӗхне» шырӑр
СТРАНИЦА 10
ЮРӐСЕМ: 40, 22
Декабрӗн 13—19
Пӗр-пӗрне чыс кӑтартма васкатӑр-и?
СТРАНИЦА 18
ЮРӐСЕМ: 31, 9
Декабрӗн 20—26
Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсӗ ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатӑн-и?
СТРАНИЦА 25 ЮРӐСЕМ: 20, 34
Вӗренмелли статьясен тӗллевӗ
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯСЕМ 1, 2. СТРАНИЦӐСЕМ 3—17
Ҫак статьясенче Иисусӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлсе пынӑҫемӗн мӗнле майпа эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑра ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма пултарни пирки сӳтсе явнӑ. Унта ҫавӑн пекех Туррӑн тӳрӗлӗхӗ шутне мӗн-мӗн кӗнине, мӗншӗн ӑна «пуринчен малтан» шырамаллине тата Иегова мӗнле Турӑ пулни ҫинчен шухӑшланӑ чухне мӗншӗн Турра хамӑрӑн виҫе тӑрӑх хак памалла маррине ӑнлантарса панӑ.
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ 3. СТРАНИЦӐСЕМ 18—24
Пӗрле ӗненекенсене чыс кӑтартни мӗне пӗлтерет? Мӗншӗн ҫакна тумалла? Пирӗнтен кашнийӗ мӗнле майпа ыттисене малтан чыс кӑтартма пултарать? Ҫаксем статьяра сӳтсе явакан ыйтусенчен хӑшӗ-пӗрисем.
ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ 4. СТРАНИЦӐСЕМ 25—32
Ҫак статьяра христиансен тӗлпулӑвӗсене ирттерекенсем тата унта килнисем мӗнле майпа пирӗн тӗлпулусем унта килнисене пурне те уҫӑлтарса, хавхалантарса таччӑр тесе мӗн тума пултарни ҫинчен сӳтсе явнӑ. Унта «Хурал башни» журналта тунӑ хӑш-пӗр улшӑнусем ҫинчен те каланӑ.