Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lff 58 урок
  • Иеговӑна шанчӑклӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна шанчӑклӑ пулӑр
  • Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
  • ТӖП ШУХӐШ
  • ТӖПЧЕМЕЛЛИ
  • Суя тӗнсем Турра хурлаҫҫӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Тӗнсемпе мӗн пулӗ?
    Туррӑн ырӑ хыпарӗ
  • Суя тӗне ан йышӑн!
    Эсӗ Туррӑн тусӗ пулма пултаратӑн!
Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
lff 58 урок
58-мӗш урок. Пӗр ҫемье чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисен ушкӑнӗн ҫумӗпе утса пырать, лешӗсем вара Иегова Свидетелӗсен конгресне каякан ҫынсенчен мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ.

58-МӖШ УРОК

Иеговӑна шанчӑклӑ пулӑр

Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци
Пичетленӗ публикаци

Чӑн христиансем Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи туслӑха никама та, ниме те аркатма парасшӑн мар. Эсир те хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха питӗ хаклатӑр пуль. Иегова эсир ҫавӑн пек чунтан парӑннине хаклать. (1 Ҫулсеренхи 28:9 вулӑр.) Мӗнле лару-тӑрура сире ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр пулма пултарать тата сире ҫав тӗлӗшрен мӗн пулӑшӗ?

1. Ыттисем сире Иеговӑран мӗнле майпа пӑрса яма пултараҫҫӗ?

Хӑш-пӗр ҫынсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтарасшӑн. Камсем вӗсем? Сӑмахран, чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем. Вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ та халӗ пире ӗненме пӑрахтарас тесе Туррӑн организацийӗ ҫинчен суя сараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем пирӗн ҫинчен суя сараҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ — час ӗненсе лартакан ҫынсене чӑнлӑхран пӑрса ярасси. Ҫавӑн пек ҫынсемпе хутшӑнни, вӗсен кӗнекисене е блогӗсене вулани, вӗсен сайчӗсене кӗни е вӗсен видеосене пӑхни пысӑк хӑрушлӑх кӳрет. Чӑн христиансен ӗненӗвне пӗтерме тӑрӑшакансем пирки Иисус ҫапла каланӑ: «Вӗсемшӗн ан пӑшӑрханӑр. Вӗсем — суккӑр ертӳҫӗсем. Суккӑр суккӑра ертсе пырать пулсан, иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкӗҫ» (Матфей 15:14).

2. Пирӗн йышӑнусем эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулнипе пулманнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

Иеговӑна юратнӑран эпир суя тӗнпе нимле ҫыхӑну та тытмастпӑр. Эпир хамӑр ӗҫ суя тӗнпе нихӑш енчен те ҫыхӑнса ан тӑтӑр тетпӗр. Эпир суя тӗнпе ҫыхӑннӑ нимӗнле организацинче те пуласшӑн мар тата ӑна нимӗнле ӗҫпе те пулӑшасшӑн мар. Иегова пире ҫапла чӗнсе калать: «Эй халӑхӑм, [Аслӑ Вавилонран]... тух» (Ӳлӗмхи 18:2, 4).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Сире Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма кам та пулин чӑрмантарасшӑн пулсан, ӑна ҫавна тума парас мар тесе эсир мӗн тума пултарнине пӗлӗр. Унсӑр пуҫне, Аслӑ Вавилонран тухмалла тени мӗн иккенне пӗлӗр.

3. Турӑ ҫинчен суяна вӗрентекенсенчен сыхланӑр

Иеговӑн организацийӗ ҫинчен япӑххине каланине илтсен, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла? Ытарӑшсем 14:15 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн пирӗн хамӑр мӗн илтнине пурне те ӗненсе лартмалла мар?

2 Иоанн 9—11 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

  • Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе эпир тӳррӗн хутшӑнмасан та, вӗсен вӗрентӗвӗсем пирӗн куҫ умне мӗнле лекме пултараҫҫӗ?

  • Иегова тата унӑн организацийӗ ҫинчен япӑххине калакан хыпара эпир итлетпӗр пулсан, Иегова хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши?

4. Пухура кам та пулин ҫылӑх тусан та Турра шанчӑклӑ пулӑр

Эпир пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла? Турӑ авалхи Израиле панӑ Законри принципа пӑхса тухар. Левит 5:1 вулӑр.

Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, эпир ҫын йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн ҫавна старейшинӑсене каласа памалла. Анчах та ҫавна тӑвас умӗн, ҫылӑх тунӑ ҫынпа калаҫса илсе ӑна старейшинӑсене веҫех каласа пама хавхалантарсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл ҫавна тумасан, Иеговӑна юратни пире хамӑр мӗн пӗлнине старейшинӑсене каласа пама хавхалантарӗ. Ҫакна тунинче эпир...

  • Иегова Турра чунтан парӑнса юратни мӗнле курӑнса тӑрать?

  • ҫылӑх тунӑ ҫынна чунтан парӑнса юратни мӗнле курӑнса тӑрать?

  • пухури тӑвансене чунтан парӑнса юратни мӗнле курӑнса тӑрать?

Арҫын тӑван хӑйӗн ҫылӑх тунӑ тусне пулӑшнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) арҫын тӑвана хӑйӗн телефонӗнче мӗн курни питӗ пӑшӑрхантарать; 2) вӑл хӑйӗн телефонӗнчи ӳкерчӗке хӑйӗн тусне кӑтартать, лешӗ пӑхасшӑн та пулмасть; 3) арҫын тӑван ҫак ӳкерчӗке старейшинӑсене кӑтартать те унта мӗн кӑтартнине ӑнлантарса парать.

Хӑвӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑван инкеке лексен, пулӑшӑр ӑна!

5. Аслӑ Вавилонпа пӗр ҫыхӑну та ан тытӑр

ВИДЕО пӑхӑр.

ВИДЕО: «Аслӑ Вавилонран тухӑр!» (5:06)

«Аслӑ Вавилонран тухӑр!» видеори кадр: Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренекен хӗрарӑм священника тек чиркӳре ӗҫлемӗп тесе калать.

Лука 4:8 тата Ӳлӗмхи 18:4, 5 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эпӗ суя тӗнре тӑратӑп-и?

  • Эпӗ урӑх тӗнпе ҫыхӑннӑ организацире тӑратӑп-и?

  • Манӑн ӗҫ суя тӗнпе хӑш енчен те пулин ҫыхӑннӑ-и?

  • Манӑн пурнӑҫра тата мӗн те пулин суя тӗнпе ҫыхӑнса тӑмасть-и?

  • Эпӗ ҫак ыйтусем ҫине пӗрин ҫине те пулин ҫапла тесе хуравларӑм пулсан, манӑн мӗнле улшӑнусем тумалла?

Совеҫе таса упраса хӑварма пулӑшакан йышӑнусем тӑвӑр тата ҫав йышӑнусенче эсир Иеговӑна чунтан парӑнни курӑнса тӑтӑр.

Хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗпе лавккаран тухаҫҫӗ. Вӗсем хӑйӗн чиркӗвӗ валли укҫа пуҫтаракан хӗрарӑм патӗнчен иртсе пыраҫҫӗ.

Сире урӑх тӗне укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтрӗҫ пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Манӑн чӑнлӑха хӳтӗлес тесен чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем Иегова Свидетелӗсем ҫинчен мӗн каланине пӗлмелле».

  • Ҫакна эсир тӗрӗс тесе шутлатӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.

ТӖП ШУХӐШ

Иеговӑна шанчӑклӑ пулас тесен пирӗн хамӑра улталама хӑтланакан ҫынсемпе хутшӑнмалла мар.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн пирӗн чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем мӗн каланине итлемелле мар?

  • Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑван йывӑр ҫылӑх тунине пӗлтӗмӗр пулсан, пирӗн мӗн тумалла?

  • Суя тӗнрен тухмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иегова Свидетелӗсем ҫинчен саракан суяна илтсен, пирӗн хамӑра мӗнле тытмалла?

«Ҫак информаци чӑнах та тӗрӗс-и?» («Хурал башни», 2018 ҫулхи август)

Пӗр-пӗр организаци е пӗр-пӗр ӗҫ Аслӑ Вавилонпа ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине мӗнле пӗлмелле?

«„Юлашки кунсен“ юлашки кунӗсенче нумай ӗҫлӗр» («Хурал башни», 2019 ҫулхи октябрь, 16—18 абзацсем)

Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисем пире ӗненме пӑрахтарас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

«Остерегайтесь обмана» (9:32)

«Я с детства искал Бога» ятлӑ статьяна вулӑр та синтоист священникӗ суя тӗнрен мӗнле тухни ҫинчен пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр