49-МӖШ УРОК
Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
Ҫамрӑк мӑшӑрсем хӑйсен телейӗ ӗмӗрлӗхе тӑсӑласса шанаҫҫӗ. Кун пекки чӑнах та пулма пултарать. Нумай ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан христиансенчен нумайӑшӗ халӗ те унчченхи пекех телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче Библири канашсене тытса тӑраҫҫӗ.
1. Библи упӑшкасене мӗн тума сӗнет?
Иегова упӑшкана ҫемье пуҫӗ пулма лартнӑ. (Эфес 5:23 вулӑр.) Упӑшкинчен Иегова вӑл ҫемьешӗн тӑрӑшасса кӗтет. Библи упӑшкасене ҫакӑн пек канаш парать: «Хӑвӑр арӑмӑрсене... юратӑр» (Эфес 5:25). Ҫак канаша мӗнле тытса тӑмалла? Юратакан упӑшка килӗнче те, ҫынсем умӗнче те хӑйне арӑмӗпе ыррӑн тытать. Вӑл арӑмне кирек мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлеме тӑрӑшать, унӑн туйӑмӗсене шута илет тата ӑна пурӑнма мӗн кирли пурте ҫителӗклӗ пултӑр тесе тӑрӑшать (1 Тимофей 5:8). Чи кирли вара, упӑшки арӑмне Иеговӑпа ытларах та ытларах ҫывӑхланса пыма пулӑшать (Матфей 4:4). Сӑмахран, вӑл арӑмӗпе пӗрле кӗлтӑвать тата унпа пӗрле Библи вулать. Упӑшки хӑйне арӑмӗпе ыррӑн тытать пулсан, вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетет. (1 Петр 3:7 вулӑр.)
2. Библи арӑмсене мӗн тума сӗнет?
Турӑ Сӑмахӗнче «арӑмӗ... хӑйӗн упӑшкине чунтан хисеплетӗр» тенӗ (Эфес 5:33). Арӑмӗ ҫакна мӗнле тума пултарать? Вӑл упӑшкин лайӑх енӗсем ҫинчен тата хӑйӗншӗн, ачисемшӗн упӑшки мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлама пултарать. Вӑл упӑшкине унӑн йышӑнӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Вӑл упӑшкипе ыррӑн калаҫать тата ун ҫинчен лайӑххине калать. Вӑл ҫаксене упӑшки Иеговӑна ӗненмест пулсан та тӑвать. Ҫапла вӑл упӑшкине хисепленине кӑтартать.
3. Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?
Библире упӑшкипе арӑмӗ пирки ҫапла каланӑ: «Иккӗшӗ пӗр кӗлетке пулса тӑрӗҫ» (Матфей 19:5). Апла пулсан, упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен хушшинчи юрату ан сивӗнтӗр тесе тӑрӑшмалла. Ҫакна тӑвас тесен вӑхӑта вӗсен пӗрле ирттермелле тата хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене пӗр-пӗрне уҫҫӑн та ыррӑн каласа памалла. Иеговӑсӑр пуҫне вӗсемшӗн урӑх никам та е нимӗн те кирлӗрех пулса тӑмалла мар. Уйрӑмах вӗсен мӑшӑрсӑр пуҫне урӑх кампа та пулин ытлашши ҫывӑхланса каясран асӑрханмалла.
НУМАЙРАХ ПӖЛӖР
Библири принципсем сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле ҫирӗплетме пултарнине пӗлӗр.
4. Упӑшка, хӑвӑн арӑмна юрат тата уншӑн тӑрӑш
Библире «упӑшкасен... хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткине юратнӑ пек юратмалла» тенӗ (Эфес 5:28, 29). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.
Упӑшки хӑйӗн арӑмне юратнине тата уншӑн тӑрӑшнине мӗнле кӑтартма пултарать?
Колоссӑ 3:12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Упӑшки ҫак лайӑх енсене хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче мӗнле кӑтартма пултарать?
5. Арӑм, хӑвӑн упӑшкуна юрат тата хисепле
Библи арӑма хӑйӗн упӑшкине, вӑл Иеговӑна ӗненнипе ӗненменнине пӑхмасӑрах, хисеплеме хавхалантарать. 1 Петр 3:1, 2 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Сирӗн упӑшка Иеговӑна ӗненмест пулсан, паллах, эсир вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласса шанатӑр. Ҫавӑн пек чухне хамӑра мӗнле тытни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ: ӑна пӗр вӗҫӗмсӗр ырӑ хыпар каласа тӑни-и е унпа ырӑ пулни-и тата ӑна хисеплени-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутлатӑр?
Ялан тенӗ пекех, упӑшкипе арӑмӗ мӗн-мӗн тумаллине пӗрле шутласа хураҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне арӑмӗ упӑшкипе килӗшмесен те пултарать. Ҫавӑн пек чухне арӑмӗ хӑйӗн шухӑшне лӑпкӑн та хисеплӗн ӑнлантарса парӗ. Анчах та унӑн ҫакна асра тытмалла: Иегова каланӑ тӑрӑх, упӑшкан ҫемьешӗн йышӑнусем тумалла. Ҫавӑнпа та упӑшкин йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртес тесе арӑмӗн хӑй мӗн тума пултарнине веҫех тума тӑрӑшмалла. Ҫапла вӑл ҫемьене телейлӗ пулма пулӑшать. 1 Петр 3:3—5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Арӑмӗ упӑшкине хисеплет пулсан, Иегова хӑйне мӗнле туять?
6. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра сиксе тухакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулать
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫех. Ҫавӑнпа та упӑшкипе арӑмӗн йывӑрлӑхсене пӗрле ҫӗнтерме тӑрӑшмалла. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.
Ҫак мӑшӑр пӗр-пӗринчен сивӗнме пуҫлани мӗнле палӑрса тӑчӗ?
Хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетес тесе вӗсем мӗн-мӗн турӗҫ?
1 Коринф 10:24 тата Колоссӑ 3:13 вулӑр. Кашни сӑвӑ йӗркине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:
Ҫак канаша тытса тӑни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле ҫирӗплетет?
Библире пирӗн пӗр-пӗрне хисеплемелле тенӗ. Апла пулсан, пирӗн ҫынпа ырӑ пулмалла тата унӑн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене шута илмелле. Рим 12:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:
Упӑшкин е арӑмӗн хӑйне мӑшӑрӗн малтан хисеплессе кӗтмелле-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутлатӑр?
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Манпа мӑшӑр хушшинчи юрату сивӗнчӗ пулмалла».
Эсир ҫав мӑшӑра Библи вӗсене пулӑшма пултарнине мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?
ТӖП ШУХӐШ
Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ пулсан тата Библири принципсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсем телейлӗ пулӗҫ.
Вӗреннине аса илни
Ҫемье телейлӗ пултӑр тесе упӑшки мӗн тума пултарать?
Ҫемье телейлӗ пултӑр тесе арӑмӗ мӗн тума пултарать?
Эсир мӑшӑрланнӑ пулсан, сирӗн ҫемьене Библири хӑш принципсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?
ТӖПЧЕМЕЛЛИ
Ҫемье телейлӗ пултӑр тесе ҫемьере кашнийӗ мӗн тума пултарать?
Ҫак кӗвӗллӗ видеора эсир Туррӑн канашӗсене тытса тӑни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле телейлӗ тунине куратӑр.
Упӑшкана ҫемье пуҫӗ вырӑнне хурса хисеплемелле тени мӗн иккенне пӗлӗр.
«Мӗншӗн хӗрарӑмсен пуҫлӑх принципне пӑхӑнса тӑмалла?» («Хурал башни», 2010 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗ)
Пӗр мӑшӑра пысӑк йывӑрлӑхсене татса пама тата каллех пӗрлешме мӗн пулӑшнӑ?